АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш театрĕн çÿл тÿпинче

12 ноября 2013 г.

Чăваш театрĕн çÿл тÿпинче

Артистсем, çав шутра пултаруллисем те, сахал мар чăвашăн. Çав çыхăра вун-вун шăрçа хушшинче ахахăн-мерченĕн çиçекенни вара пĕрре-иккĕ кăна темелле. Вĕсенчен пĕри – СССР халăх артистки Вера Кузьмина. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл 90 çул тултарать. Мухтавлă артисткăн юбилейне республикăра анлăн уявлама хатĕрленеççĕ. Хăйсен юратнă артисткине Тăвай тăрăхĕнче те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, уяв каçĕ хăçан иртессипе кăсăкланаççĕ.

Вера Кузьмина Енĕш Нăрваш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ял ачисен пурнăçĕ çав çулсенче пĕрре те çăмăл пулман. Пĕчĕкрен темле ĕç те тума тивнĕ вĕсен. Çичĕ класс пĕтерсен, пĕр çул колхозра ĕçленĕ. Ун хыççăн Тăвайри вăтам шкула çÿренĕ. Ялти шкултах художество пултарулăх ĕçне хастар хутшăннăскер кунта та хорта юрланă.

1941 çулхи хĕлле Мускаври театр институчĕ çумĕнчи чăваш студийĕ хамăр театр искусстви валли пултаруллă çамрăксене суйланă. Мускавпа театр уншăн пурнăçланайми ĕмĕт пек туйăннă пулин те, хĕр Шупашкара кайса пăхма шутланă. Вĕсене унта этюдсем выляттарнă, сăвă калаттарнă, юрлаттарнă. Çапла пĕр кĕтмен çĕртен Нăрваш хĕрĕшĕн “кăвак хуппи” уçăлнă, вăл А.В.Луначарский ячĕллĕ театр институчĕн студентки пулса тăнă. Пĕр шутласан, тĕлĕнмелле савăнăç татăлса аннă ялтан тухса курман хĕр çине. Анчах хăрушă вăрçă хапха умне çитсе тăнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи Совет Союзĕ çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Калама çук йывăрлăх пуçланнă совет халăхĕшĕн. Тăшман Мускав патнех тапăнса çитнĕ. Кăштах вĕреннĕ хыççăн институт çамрăксене салатса янă. Нăрваш хĕрĕ окопсем чавма, вăрман касма хутшăннă.

“Икĕ медаль пур манăн – “Мускава хÿтĕленĕшĕн” тата “1941–1945 çулсенче Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”. Чи хаклă парнесем вĕсем маншăн”, – тет Вера Кузьмина хăйĕн “Театр – манăн пурнăçăм...” кĕнекинче.

Тăшмана Мускав патĕнчен хăваласа янă хыççăн театр институчĕ студиецсене тепĕр хут хăй патне вĕренме йыхăрать. Ялта çуралса ÿснĕ çамрăксене тĕп хулара вĕренме çăмăл пулман. Çавах та институт проректорĕ, Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ Дмитрий Данилович Данилов вĕсемшĕн ашшĕ вырăнне пулнă. Вăл студентсене чăвашла таса та илемлĕ калаçма, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ. Вĕсене театрсене çÿреме билетсем тупса панă. Мускав хăй, çав вăхăтри сывлăш, театрсемпе музейсем чăваш çамрăкĕсемшĕн пурнăç шкулĕ пулса тăнă. Студиецсемшăн илемлĕх ертÿçи, МХАТăн паллă актерĕ, СССР халăх артисчĕ Михаил Тарханов Турă вырăнĕнче пулнă вĕсемшĕн. Каярахри çулсенче те чунтан хисеплесе те юратса пĕрре мар аса илнĕ ăна ун патĕнче вĕреннисем, ун таланчĕ умĕнче ялан пуçĕсене тайнă.

1947 çултанпа Вера Кузьмина К.В.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçлет. 66 çул сцена çинче – хăй пĕр ĕмĕр. Çав тапхăрта асра юлмалли çĕр-çĕр сăнар калăпланă. Тем тĕрлисем те пур вĕсен хушшинче: паттăрлăха сăнлаканнисем те, кулăшлисем те, трагедиллисем те. Çамрăкрах чухне арçын ачасемпе хĕр ачасен ролĕсене те вылянă, каярахри çулсенче – амăшĕн сăнарĕсене. Çав сăнарсен пысăк галерейинче эпир А.Островскин “Телейлĕ кун” пьесинчи Настьăна та, А.Арбузовăн Танине те, Л.Толстойăн “Тĕттĕмлĕх тыткăнĕнчи” Анисйине те, Ф.Шиллерăн “Хаярлăхпа юратăвĕнчи” Мильфорд ледие те, М.Илпекĕн “Хура çăкăрĕнчи” Сайтене те, А.Макаенокăн “Трибуналĕнчи” Полинăна та, Ф.Г.Лоркан “Юнлă туйĕнчи” Амăшне, Н.Терентьевăн “Пушар лашинчи” Клавьепе “Çĕпĕр дивизийĕнчи” Хветурана та, Б.Чиндыковăн “Çатан карта çинчи хура хăмла çырлинчи” Ольгăна (Амăшĕ), В.Распутинăн “Чуна кивçен илеймĕн” повеçĕнчи Марийăна тата ытти нумай-нумай сăнара палăртма пултаратпăр. Унăн сăнарĕсем çирĕп характерлă, тулли тĕшĕллĕ, пурнăçра алăсене усмаççĕ, талпăнса утаççĕ.

Вăл кинора та ÿкерĕннĕ, радиора та пайтах ĕçленĕ. Еплерех чуна тыткăнламалла, çан-çурăма сăрлаттармалла вулать вăл хăйĕн мăшăрĕн, чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн “Тилли юррисем” ярăмри сăввисене. Шăпа сцена çинче вăрăм ĕмĕр парнелерĕ ăна. Турă пÿрнĕ кун-çула чыслăн утса тухать чăваш халăх тата СССР халăх артистки. Вăл Чăваш патшалăх премийĕн (К.В.Иванов ячĕллĕ) лауреачĕ, “Халăхсен туслăхĕ” тата IV степеньлĕ “Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденсен кавалерĕ. Унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ (1973 ç.). Çамрăксемшĕн вăл – ырă наставник, чаплă Вĕрентекен.

Нумай лайăххине калама пулать паллă ентешĕмĕр çинчен. Çавах та шухăшсем пĕрин çинче ытларах чарăнаççĕ: тăван халăх юратакан, тăван халăх хисеплекен талантлă сцена ăсти вăл. Чăваш театрĕн çутă çăлтăрĕ. Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне, пултарулăхне чăваш театрне халалланă. Хăйĕн иксĕлми таланчĕпе паянхи кун та пин-пин куракана савăнтарать, шухăшлаттарать. Ăна хисеплемен, юратман çын Чăваш Енре çук. Йышлă куракан ячĕпе Вера Кузьминична Кузьминана 90 çулхи юбилейĕпе çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатпăр. Творчество ĕçĕнче çĕнĕ страницăсем çырăнсах пыччăр.

Куракансене пĕлсе тăма: СССР халăх артисткин юбилей каçĕ чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче пулать, 18 сехетре пуçланать.

Тĕп библиотекăра “Театр – манăн пурнăçăм” пултарулăх куравĕпе паллашма пулать. Унта халăх артисткин пурнăçĕпе пултарулăхне çутатакан кĕнекесем, хаçат-журналсенчи статьясем, библиографи списокĕ, буклетсем вырнаçтарнă.

Л.ДАНИЛОВА, библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика