АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă ентеше сума суса (Культура)

15 сентября 2009 г.

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче чăвашсен паллă писателĕ, фольклорисчĕ, этнографĕ, куçаруçи тата педагогĕ И.Е.Тăхти çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Илле Тăхти Тăвай районĕнчи Нÿшкасси ялĕнче 1889 çулта çуралнă. Унăн паллăрах хайлавĕсем: “Колчак”, “Элихун”, “Выçлăх çул” поэмăсем, “Шерхулла”, “Ярмуш”, “Ураскасси”, “Ыт-тĕкел”, “Витаминсем” тата ытти калавĕсем, очеркĕсем, статйисем... Пултаруллă ентешĕмĕрĕн юбилейне халалласа çак кунсенче Шупашкарта, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче анлă лару пулса иртрĕ. Ăна асăннă институтпа пĕрле И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш литературин кафедри йĕркелерĕç.
Ларура литературăн паллă тĕпчевçисем, филологсем, ăсчахсем И.Е.Тăхти пултарулăхне пысăк хак пачĕç, классик шайĕнчи çыравçă пулнине палăртрĕç, ансат та çăмăл, уçăмлă чĕлхепе çырнă хайлавĕсем чăваш литературин чи паха хайлавĕсем пулни çинчен каларĕç. Филологи ăслăлăхĕн докторĕ Ю.М.Артемьев профессор “Илле Тăхти феноменĕ”, Г.Ф Юмарт литературовед “Илле Тăхтин пичетленмен хайлавĕсем”, В.Г.Родионов профессор “И.Тăхтин чăваш культуринчи миссийĕ” темăсемпе тухса калаçрĕç.
Лару ĕçне пирĕн район делегацийĕ те хастар хутшăнчĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата спорт пайĕн пуçлăхĕ Г.Масленников Тăвай районĕ, унăн пултаруллă çыннисем çинчен каласа кăтартрĕ. Илле Тăхтине ентешĕсем сума суса яланах асра тытнине, унпа тивĕçлипе мăнаçланнине палăртрĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ тата хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ, Эльпуçĕнче пурăнакан Н.Семенов “Илле Тăхтин сăнарĕ ентешсен асĕнче” темăпа интереслĕ доклад турĕ. Пултаруллă писателе халалласа çырнă сăввине хавхалансах вуласа пачĕ. Пухăннисем питĕ кăмăллă пулчĕç вăл тухса калаçнипе. Нÿшкассинче пурăнакан Елена Фомина та хăй çырнă “Савнă Тăвай енĕм” сăввине пысăк çĕкленÿпе каласа парса ларăва хутшăнакансен кăмăлĕсене татах çĕклерĕ. Студентсем И.Тăхтин сăввисене вуланине итлеме те кăмăллă пулчĕ.
Лару вĕçĕнче тин çеç пичетрен тухънă “Илле Тăхти. Суйласа илнисем” кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Юлашкинчен пухăннисем паллă çыравçăн 125 çулхи юбилейне анлăрах та чаплăрах паллă тăвасси çинчен, ăна хатĕрленнĕ май туса ирттермелли ĕçсене палăртрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ Нац радио Образование Чувашии Единая Образовательная  Информационная Среда Чувашской Республики Образование охрана труда В ЧР

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала