АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăва çулĕ çинче çуралнă писатель

22 марта 2014 г.

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсен шутне пĕр иккĕленмесĕрех Алексей Талвир (Алексей Филиппович Башкиров) писателе кĕртме пулать. Вăл 1909 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕш кунĕнче çуралнă. Йышлă çемьере ỹснĕ пулас çыравçă. Ашшĕпе амăшĕ _ Филипп Ивановичпа Хветура аппа _ çичĕ ача çитĕнтернĕ: тăватă ывăл та виçĕ хĕр.

Алексей _ чи асли. Çавăнпа ăна йышри йывăрлăхĕ те нумайрах лекнĕ. Ара, пĕри суха тума кайсан, тепри çум çумлама тухсан, киле юлнă йăмăкĕсемпе шăллĕсене унсăр пуçне камăн пăхмалла? Кăшт ỹсерехпе вара пысăккисемпе пĕр тан йывăр ĕçе явăçнă. "Манăн пилĕк ыратать, пĕрмай пĕшкĕнсе вырас килмест, анчах эпĕ текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ. Манпа пĕр çулхи тантăшсем пурте хире тухнă, пурте çурла тытса уйрăм каçалăк илсе пыраççĕ", _ çырать кайран автобиографиллĕ повеçĕнче Алексей Филиппович çамрăклăхне аса илсе. Ун чухне вăл, шухăшлар-ха, саккăрти-тăххăрти ача! _ "Кăнтăрлахи апатчен анне утмăл кĕлте турĕ, атте _ аллă пиллĕк, эпĕ _ çирĕм иккĕ".

Алексейĕн ашшĕ таврари ăста тимĕрçĕ пулнă. 1924 çулта Патăрьелĕнче ял хуçалăх шкулне (халĕ _ агротехникум) уçсан вăл унта çамрăксене тимĕр япаласене тỹрлетме вĕрентнине те пĕлеççĕ-ха ватăсем. Яра куна сунтал умĕнче ирттернĕрен ыраш вырнă чух мăшăрне çитеймен ахăртнех арçын. Çавна та асăрханă мар-и çивĕч ăслă Элекçей!

Пĕлỹ патне туртăнакан ача малтан ялти ĕлĕкхи земствă шкулĕнче вĕ-реннĕ, малалла Сăкăтри халăх училищинче, унтан 20 çухрăмри Аслă Арапуçĕнчи иккĕмĕш сыпăклă шкулта ăс пухнă. Патăрьел (вăл вăхăтра _ Аслă Патăрьел) вулăс центрĕ пулсан та ун чухне тивĕçлĕ вĕренỹ заведенийĕ уçайман-ха.

Аслă Арапуçĕнче парттă хушшинче ларнă тапхăрта Алексей Башкиров обществă ĕçне хастар хутшăнать, литературăпа ялкорсен кружокне ертсе пырать, юлташĕсемпе стена хаçачĕсем кăларать, спектакльсенче вылять... Пĕрлех сăвă-калав шăрçалать. Çавăн чухне вăл палăрнă поэт-писатель хыççăн кайса "Талварин" псевдонимлă хушма ятпа алă пусма пикенет. "Талвир" тени çине вăл кайран çеç куçнă. Çакна сывă та чĕрĕ чухне Пăлапуç Пашьел чăвашĕ, ялти çыравçă, темиçе пĕчĕк кĕнеке авторĕ Матвей Сакмаров (Матви Сакмар) учитель те çирĕплететчĕ. Ун пирки хаçатра та статья кăларнине ас тăватăп. Вĕсем çав 20-мĕш çулсенче иккĕшĕ те пĕр пĕлỹ çуртне çỹренĕ, тăватă çул аслăрах Алексей шкул пĕтерсен хайĕн тивĕçĕсене ешĕлрех Матвейе шанса хăварнă. Талварин-Талвир пĕлтерĕшне вара Виталий Киданов тавра пĕлỹçĕ тĕпчесе çапларах пĕтĕмлетỹ тунăччĕ. Башкировсем пурăнакан тĕлте пысăках мар вар тăсăлса выртнă. Унта ача чухне нумай чупнă Алексей, тĕпĕнче çăра ỹсекен курăка пайтах таптанă. Патăрьелсем çав вырăна Таллă вар тенĕ-мĕн. Çыравçă анинелле утакан каччă вара ăна асра тытса хăйне валли çĕнĕ хушамат тăвать. Урăхларах тĕпчев материалĕсене асăрхаманран çакă тĕрĕслĕхпе пĕр килетех тесе шухăшлатăп.

1928 çулта пирĕн янташ Мускава тухса каять, М.В. Ломоносов ячĕлле чап илнĕ университета вĕренме кĕрет, литературăпа искусство факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Ку çеç те мар-ха тăванĕпе ял-йышшăн тĕлĕнмелли. Пĕрлех вăл СССР халăхĕсен Тĕп издательствине чăваш секцине ĕçе вырнаçать. "Маттур" тесе епле каламăн хура халăхран тухнă Патăрьел йĕкĕчĕ çак шая çитнине илтсен!

Тĕп хулара вырнаçнă-вырнаçман, тĕрĕсрех каласан, 1929 çултах Алексей Башкиров кунта 2000 тиражпа "Хĕллехи сивĕре" кĕнеке пичетлесе кăларать. Çынни вара хăй те çирĕмре анчах! Епле ир çитĕннĕ ĕлĕкхи ăрусем! Паянхи пурнăçа сăнасан, тĕлĕнсе лĕпкене чылайччен хыçмалла.

2

Çав вăхăтра пуçласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăна мар, чăваш хутлăхĕнче те тепĕр писатель хăй тĕнчене килни çинчен хыттăн хыпарланă тесе çирĕплетме май пур.

Кĕçех çĕнĕ кĕнекесем çуралаççĕ: 1931 çулта - "Йăнăш", 1933 çулта - "Люди из Батыр-яла"... Тĕп чĕресем _ Пăла çамрăкĕсем, Юхма хресченĕсем.

Мускавра пурăннă чухнех Алексей Филиппович патшалăхри мĕн пур йăхташăмăрсем валли тухса тăракан "Чăваш хресченĕ" хаçатăн ятарлă корреспондентĕнче вăй хурать, çĕр-шыв тăрăх тăтăш тухса çỹрет, хăй курни-пĕлни пирки Чăваш Республикинчи "Канаш", "Коммунар" кăларăмсене те очерксемпе статьясем, "Сунтал" журнала (тата ытти çĕре те) калавсем сĕнет. Паллах ĕнтĕ, пулас кĕнекесем валли паха материалсем пухать. Уйрăммăн илсен, Канашри вакун юсакан, Вăрнарта фосфорит кăларакан заводсенче, Çĕмĕрлери сĕтел-пукан комбинатĕнчи сăнавсемпе паллашусем ăна ỹлĕмрен "Эпир Канашра завод çĕклĕпĕр", "Рудниксем ăмăртаççĕ", "Ылтăн ту", "Магниткăран янă çырусем" тата ытти хайлавсем çырма хистеççĕ.

Хĕрлĕ Çарта тăнă хыççăн Алексей Филиппович татах пысăк сумлă вырăнсенче ĕçлет: чукун çул ĕçченĕсен "Гудок" хаçатăн корреспонденчĕ, СССР Писателĕсен Союзĕн аппаратĕнчи комсомол организацийĕн секретарĕ, ВЛКСМ тĕп комитечĕн пичет инструкторĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан пирвайхи кунсенчех фронта тухса кайнă, ытарлăн каласан, çапăçусенче штыкпа та, перопа та тăшмана хирĕç тăнă. Малтан вилĕме куçран взвод командирĕ шайĕнче пăхнă, кайран "Комсомольская правда" хаçатăн корреспонденчĕ пулса малти линисенче хырăмпа шăва-шăва совет салтакĕсен паттăрлăхне уçса панă. Хăрушă хирĕçтăру çулĕсемпе вăл Хĕвел анăç, Брянск, Сталинград, Балтика фрончĕсен йышĕнче утнă. Аманнă та. Вуншар та вуншар статьясенче, репортажсенче, интервьюсенче çар журналисчĕн пĕр тĕллев _ совет çыннисен фашизма курайманлăх туйăмне ỹстересси, тăшмана çĕнтерес шанчăка çирĕплетесси, патриот туртăмне хăпартасси. Çак туртăм Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ хыççăн та Алексей Талвира çывăх. Ăна эпир "Йĕлтĕр йĕрĕ", "Киле, киле, киле," "Каçик", "Ăраскал", "144-мĕш сăрт" калавсенче, "Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн" романра тата ытти произвединисенче асăрхатпăр. Александр Мефодьев (Аксар) поэт тата ăсчах кун пирки темиçе çул каялла "Вутра шăраннă сăнарсем" тĕпчевре питĕ тĕплĕн каласа кăтартнăччĕ.

Паллах ĕнтĕ, Алексей Талвирăн юратнă теми _ рабочи класс, строительство, индустриализаци. Ăна чăваш литературинче _ республикăри промышленноç аталанăвне сăнлакан пĕрремĕш автор тесе йышăнаççĕ. "Эсĕ инженер пулатăн", "Атăл тăрăх çил вĕрет" повеçсене, "Никĕс" эпопея-романа вуласан ăна яр уççăн туйса илетĕн. Сăмах май, маларах асăннă А.Мефодьев А. Талвирăн çак пултаруллăхне те тĕплĕн шĕ-кĕлченĕ.

Çуралнă кĕтесрен тухса кайнăранпа икĕ теçетке çул иртсен ăраскал Алексей Филипповича тăван яла илсе çитерет. "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден, темиçе çар медалĕ çакнă çĕнтерỹçĕ-салтак Патăрьелĕнче Сăкăта каякан урамра çурт туянать, хуралтăсене сиплесе йĕркене кĕртет. Халĕ вăл _ "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн вырăнти корреспонденчĕ. 1953 çулта район больницин тĕп врачĕпе Надежда Бабенкăпа пĕр-лешсе çемье çавăрать.

_ Алексей Талвирăн çурчĕ йĕри-тавра сирень тĕмĕсем ỹсетчĕç. Çуркунне вĕсем лаппăшĕпех кăвак çеçкене ларатчĕç. Питĕ илемлĕччĕ. Ытараймасăр час-часах çав вырăна пыраттăм. Эпир Геннадий шăллĕпе пĕр класа чупнăран мана питĕ килĕштеретчĕ паллă писатель. Вара пахчана тухса ларса чылайччен сăмахлаттăмăр, _ каласа кăтартать кỹршĕ ял чăвашĕ, аслă вăрçă ветеранĕ, районăн хисеплĕ гражданинĕ Виталий Владимиров. Çитмĕл пĕр çула кайса йывăр чирлесе выртнă хыççăн 1979 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕш кунĕнче Алексей Филиппович пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайсан район делегацийĕпе пĕрле Шупашкара хăйĕн тусне юлашки çула ăсатма кайнă, масар çинче вил тăприне пуç тайнă вăл.

Патăрьелĕнче пурăннă чухне А. Талвир "Пăва çулĕ çинче" автобиографиллĕ повеçпе çĕрĕ-çĕрĕпе ларнă. Унта автор чăваш ялĕнчи ĕç халăхĕн 1917 çулхи пăтрав умĕнхи пурнăçне калама çук анлăн çутатать. Паллă та çутă кĕнекесем чылай. Çапах А. Талвира чапа кăлараканни çакă-тăр. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна вырăс, украина, литва, грузи, молдован чĕлхи таранччен куçарнă. Кỹршĕллĕ халăхсем ăна хапăлласа вулаççĕ. Мускавăн паллă критикĕсем те пысăк хак панă.

1954 çулта Алексей Филиппович Патăрьелĕнчи çуртне сутса мăшăрĕпе Шупашкара куçать, тăватă çул Чăваш писателĕсен Союзне ертсе пырать, унтан вара мĕн çĕре кĕриччен литература ĕçĕпе пурăнать.

Ĕмĕрĕпе халăхшăн ырми-канми тăрăшнă пулсан та вăл нимле хисеплĕ ят та, сумлă преми те, тата темле чап та илсе курман. Яланхи пекех çынна хамăр хушăра пур чухне хаклама пĕлместпĕр...

1989 çул, хальхи пекех пуш уйăхĕ. Мăн писатель А. Талвир çуралнăранпа кĕç-вĕç 80 çул тулать. Вăл çĕре кĕнĕренпе тăхăр çул иртнĕ. Эпĕ ун чухне парти райкомĕн идеологи пайĕн пуçлăхĕ те, манран çак юбилея ирттерес пирки Шупашкар çыравçисем ыйтсах тăраççĕ, сĕнỹсем параççĕ. Районти "Çăкăр" музей директорĕ В. Киданов тавра пĕлỹçĕ писателĕн "çавра" кунне мĕнле те пулин анлăрах йĕркелессишĕн çунакансенчен пĕри. Вĕрентỹ, культура отраслĕсен ĕçченĕсемпе пухăнса çакăн пек шухăш тытрăмăр: Алексей Талвирăн ятне ĕмĕрлĕхех сыхласа хăварма вăл вĕреннĕ шкула писатель ятне памалла, пурăннă çурчĕ çине асăну хăми çапмалла, Патăрьелĕнчи пĕр урам та ун ячĕпе хисеплентĕр... Çав вăхăтри Патăрьел ял Совечĕн пуçлăхĕ Василий Краснов та килĕшрĕ кунпа (ыттисене ятран каласа тăмăп, каçарччĕр). Пысăк тăкаксемпе çыхăнман пулсан та палăртнине пурнăçлама çăмăл мар. Çав 2-мĕш вăтам шкултах кутăнлашакансем те çителĕклех: "Мĕне кирлĕ вăл?", "Халиччен унсăрах пурăннă", "Пичет, штамп улăштармалла", "Татах кĕмĕл пĕтермелле..." Тĕрĕссипе, аран ỹкĕте кĕртрĕмĕр. Малалла икĕ мрамор плити тупмалла, художнике çыртармалла. Кунăн хăйĕн чăкăлтăшĕсем тата. Çапах пĕрлехи вăйпа _ ăçта нимелле, ăçта укçалла - тухрăмăр лару-тăруран. Çуралнă кун вара Чăваш писателĕсен Союзĕн илемлĕ литературăна пропагандăлакан бюро директорĕ Виссарион Синичкин çыравçă хăйĕн тусĕсемпе килсе çитрĕ. Вырăнти активпа пурте пĕрле Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула кайса "1989 çултанпа шкул чăвашсен паллă писателĕ Алексей Талвир (1909-1979) ячĕпе хисепленет" тесе çырнă хаклă чул хăмине сумлă уçрăмăр. Алексей Филиппович пурăннă çурт умĕнче те митинг йĕркелерĕмĕр, пурăннине кăтартакан хайхи плитана пĕр кĕтесе çапрăмăр. Унтан районта литературăпа искусство кунĕсем пычĕç. Кăштахран пĕр çĕнĕ урам та ятне çĕнетрĕ... Халĕ çав тĕлте автобус чарăнăвĕ пур. Ватти-вĕтти те унта "Талвир" сăмаха вуламасăр иртмест.

Кĕскен писатель пỹрчĕ пирки. Синкерлĕх пулса тухнă унăн шăпи. Туянса юлакансем ăна урăххине сутнă, лешĕ тата теприне... Юлашкинчен çав вырăнта икĕ-виçĕ хутлă нумай хваттерлĕ çурт лартма ирĕк панă. Алексей Талвира аса илтерсе тăракан "шăнкăрч йăви" яланлăхах пĕтес хăрушлăх сиксе тухрĕ. Тавах, район пуçлăхне Николай Глухова. Ăна строительсем тирпейлĕн пăсса "Çăкăр" музей картишне куçарса лартнă. Пыра-киле унта аваллăха упракан тепĕр паха "хỹшĕ" уçăласса та шанас килет.

Николай ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика