Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă тĕпчевçĕ тата пултаруллă куçаруçă

15 февраля 2012 г.

(Ф.Т. Тимофеев (Тимухха Хĕветĕрĕ) çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май)

Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатинче чĕлхе тĕпчевçин 23 кĕнеки, унăн кун-çулĕ çинчен çырнă паха материалсем тирпейлĕн упранаççĕ.

Ф.Т. Тимофеев 1887 çулта нарăсăн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи (хальхи Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Малтан Турай ялĕнчи пуçламăш шкулта, унтан Элĕкри икĕ класлă шкулта вĕреннĕ. 1903-мĕш çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшуллă, пысăк ĕмĕтлĕ çамрăк 1909 çулта чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халăх учителĕ ятне илсе 16 çул хушши тĕрлĕ шкулсенче учитель пулса ĕçленĕ. Ĕçленĕ хушăрах халăх юрри-сăввисене, халапĕсене пухса Н.И. Ашмарин профессор патне яра-яра панă.

«Чĕлхе – халăх пурнăçĕ, халăх шухăшĕ, халăх философийĕ. Эпир хамăр чĕлхене мĕн чул аван пĕлетпĕр, çавăн чухлĕ халăх пурнăçне те пĕлетпĕр», – тенĕ Тимухха Хĕветĕрĕ.

Унăн пĕрремĕш кĕнеки «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому языку в инородческих училищах» ятлă. Вăл 1918 çулта Хусанта кун çути курнă. Ку кĕнекере чĕлхеçĕ Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсен шкулĕсенче вырăс чĕлхи вĕрентмелли меслетсем çинчен çырса кăтартнă.

Паллă тĕпчевçĕн ĕçĕ иртнĕ ĕмĕрхи 20–30-мĕш çулсенче анлă сарăлнă. 1921 çулта вăл «Несколько слов о чувашской школе» брошюра пичетлесе кăларнă. Унта тăван чĕлхен халăха вĕрентес ĕçри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен учительсен съезчĕсемпе конференцийĕсенче каланă шухăшĕсене пĕтĕм-летнĕ.

1924 çулта Ф.Т. Тимофеев вĕрентекенсем валли «Чăваш чĕлхин грамматики» ятлă кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Кĕнеке часах саланса пĕтнĕ, ăна тепĕр 4 çултан, 1928 çулта, иккĕмĕш хут пичетлесе кăларнă.

Каярах тĕпчевçĕ «Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке» (1–2-мĕш, 3–4-мĕш, 5–мĕш, 6–7-мĕш классем валли) хатĕрленĕ.

1922–1925 çулсенче чĕлхеçĕ Чĕмпĕрти педтехникумпа ял хуçалăх техникумĕнче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. Кунта вăл Н.Я. Марр академикпа паллашнă, ăна чăвашла вĕренме пулăшнă. Академик чăваш чĕлхи учительне хăй патне аспирантурăна вĕренме илнĕ. 1925 çулта 38 çул тултарнă чĕлхеçĕ аспирант пулса тăнă. Аспирантурăри Тимухха Хĕве-тĕрĕ тутар, монгол, мари, авалхи грузи чĕлхисемпе лекцисем итленĕ, чĕлхе наукин историйĕпе паллашнă. Аспирантурăран Тимухха Хĕветĕрĕ пысăк тĕпчевçĕ пулса шкула таврăннă, аслă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентме тытăннă. 1930-мĕш çулта Ф.Т. Тимофеевăн харăсах икĕ кĕнеке пичетленсе тухнă: пĕри «Материалы по преподаванию русской грамматики в нацменских школах», тепри – «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика».

Шкул учебникĕсемсĕр пуçне пирĕн паллă ăсчах вĕрентÿ программисене, чăваш чĕлхин орфографийĕпе пунктуаци правилисене хатĕрлес ĕçе туллин хутшăннă, литературăна вырăсларан чăвашла нумай куçарнă, çĕнĕ самана ыйтнине пурне те туса пыма тăрăшнă.

Е. Арланова,

ЧР патшалăх кĕнеке палатин пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика