Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахча çимĕç акатпăр-лартатпăр

14 мая 2011 г.

Пахча çимĕç акатпăр-лартатпăр

Пахча çимĕç вăррисене тĕрлĕ вăхăтра – çуркунне, çулла тата кĕркунне акаççĕ. Çуркунне акаканнисем çу каçа ÿсеççĕ, вĕсене çулла, кĕркунне, хĕлле çиме пулать. Юр кайса пĕтнĕ май тăпра çыпăçма пăрахсан салат, кишĕр, петрушка акаççĕ, вăрлăхлăх тата пуçлă сухан лартаççĕ.

Май уйăхĕн пуçламăшĕнче ытти тымар çимĕç вăррисене акаççĕ, ир пулакан купăста лартаççĕ. Хăяра, тăрăхла кавăна, патиссона май вĕçĕнче акас пулать. Помидорпа пăрăç тата вăтам çитĕнекен купăста калчисене июнь пуçламăшĕнче лартсан лайăхрах.

Çулла вара хĕлле çиме çарăк акаççĕ, редиспа салата кĕркунне валли, йÿçĕ кăшкар утипе батун сухана тепĕр çуркунне иртерех пултăр тесе акни вырăнлă. Çуркунне иртерех çимĕç туса илес тĕллевпе кишĕре, петрушкăна, укропа, салата, сухан вăррине кĕркунне çĕр шăниччен акмалла. Пирĕн условисенче – октябрь уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче. Кĕркунне акнă чухне акмалли нормăна 25–30 процент ÿстерес пулать, акнă йăрансене торфпа, пăчкă кĕрпипе витмелле.

Вăрăсене ретĕн-ретĕн аксан вĕсене кăпкалатма меллĕ. Шăтса тухнă калча илемлĕн курăнать, чуна савăнтарать.

Кишĕре, петрушкăна, кăшмана, редиса, укропа 2–3 йĕрлĕ акаççĕ, ретсем хушшине 25–30 сантиметр хăвараççĕ. Купăста, помидор, хăяр речĕсен хушши 60–70 сантиметр пулмалла, ретри ÿсен-тăран хушши вара 25 сантиметртан пуçласа 70 сантиметр таран кирлĕ.

Акмалли тарăнăш вăрлăх пысăкăшĕнчен, тăпра нÿрĕлĕхĕпе унăн тытăмĕнчен килет. Кишĕрĕн, петрушкăн, салатăн, çарăкăн, йÿç кăшманăн, сельдерейăн, купăстан питĕ вĕтĕ вăррисене 1–1,5 сантиметр тарăнăшне, редиса, çарăка, помидора, пăрăçа, баклажана 2–2,5 сантиметр тарăнăшне, хăяра, кăшмана, ревене, шултра вăрăллă ытти культурăсене 2,5–3 сантиметр тарăнăшне акмалла. Йывăр, нÿрĕ тăпрана вăрлăх ăшăх акаççĕ, хăйăрлă, çăмăл тăпраллă участоксенче – тарăнрах. Типĕ çĕр çине акнă хыççăн вăрлăх патне нÿрĕк çителĕклĕ пытăр тесе йăрансене кăштах пусăрăнтараççĕ.

Вăрах шăтакан культурăсен вăррисене ытти çимĕçсен вăррисемпе (редис, салат) хутăштарса акма пулать. Вĕсем шăтса тухсан çимĕç йĕрне пĕлсе ретсем хушшине кăпкалатма аван.

Калча тикĕс шăтса тухтăр тесе йăрана çутă пленкăпа витни питĕ усăллă. Ăна валли кивĕ пленка та юрăхлă. Ун айĕнче çĕрĕн çиелти сийĕ хăвăрт ăшăнать, типмест, вăрлăх патне сывлăш лайăх пырать. Ун пек тусан калча 3–5 кун маларах шăтать, çимĕçĕ те часрах пулать. Калча шăтса тухсан пленкине илмелле. Арбуз, дыня, помидор шăтарнă чухне пленкине калча тĕлĕнчен хĕреслĕ туса касаççĕ. Вăл шăтăксенчен ÿсен-тăран çиеле тухать. Пленка айĕнче ăшă, нÿрĕ сыхланать, çимĕç тухăçлă пулать.

В. ВАСИЛЬЕВА,

пахчаçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика