Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван тавралăх илемлентĕр, ешертĕр

17 мая 2017 г.

Пирĕн тăрăхра вăрмансем сахалрах пулин те чăн-чăн çутçанталăк тусĕсем тăрăшнипе хальхи вăхăтра варсемпе çырмасене, çулсен хĕррисене тĕрлĕрен йывăçсем илем кÿнине курса савăнатпăр.

Халăх культурăллă пурăнма вĕренсе пырать. Килти хуçалăхра пуçтарăннă çÿп-çапа тăкмалли ятарлă вырăн та пур. Анчах пурте çутçанталăк илемĕпе савăнма пĕлместпĕр çав. Елчĕкри Сахай  варĕ çÿп-çап пуçтармалли вырăн тейĕнех. Пĕри унта пĕтĕм ăпăр-тапăрне мотоблокпах пырса пăрахнă. Халăхра Юманвар ят панă вырăнта та юр ирĕлнĕ хыççăн мĕн кăна курма пулмарĕ. Çĕрулми авăрне, купăста, капак тунисене кунта кĕркунне трактор çине тиесех килсе тăкнă.

Елчĕкри Титов урамĕ больницăна кĕрекен хапха умĕнчен пуçланать. Ĕç кунĕсенче кунта çул хĕррипе ретĕн-ретĕн туллиех автомашина лартса тултараççĕ. Чирлĕ çынсене больницăран тухасса кĕтсе ларакан хăш-пĕр çынсем çак урамри Василий Кириллов тăрăшнипе Эрех çырмине лартса ÿстернĕ йывăçсем хушшине кĕленче, хут савăтсене пăраха-пăраха хăвараççĕ. Мăнкун умĕн кунта ушкăнпа тухса пуçтарнă ăпăр-тапăр 10 миххе аран кĕчĕ.

Аслă Елчĕкри Юрату вăрманĕ ăçта вырнаçнине нумайăшĕ лайăх пĕлет. Халĕ ун пек вырăн Елчĕк ялĕнче те пур. «Вăл ăçта?», - тейĕр. Кирпĕч заводне каякан çула халĕ халăхра çапла калаççĕ. Чылай çул каялла  кĕркуннехи, çуркуннехи çумăрлă кунсенче завода çитме питĕ хĕн пулнă. Халĕ вара кунта асфальтлă çул, икĕ енĕпе те çитĕнекен йывăçсем çул таврашне илем кÿреççĕ. Пирĕн хушăмăрта вара çак илеме курмăш пулакан çынсем те сахаллăн мар. Вĕсем çÿп-çап тултарнă михĕсене пĕр вăтанмасăрах йывăçсем хушшине пăраха-пăраха хăвараççĕ. Çак вырăна ытларах чухне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çынсем чыссăрланине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пама пултаратпăр. Çÿп-çап миххисене юриех салатса тĕрĕсленĕ хыççăн ят-хушамата палăртса çырнă хутсем шăпах çак тăрăхра пурăнакан çынсен йĕрĕ çине ÿкме май пачĕ.

Çак çул çинче йĕрке тăвас шухăша Елчĕк шкулĕн директорне Лариса Васильевăна пĕлтерсен, вăл хирĕçлемерĕ, кунти территорие тирпей-илем кĕртме пĕр класа уйăрса пама пулнине пĕлтерчĕ. 8 «а» класра вĕренекенсем /ертÿçи Виктор Демьянов/ çийĕнчех ĕçе пикенчĕç. Юлиана Васильева, Анастасия Мальцева, Анастасия Московская, Ульяна Никонова, Степан Демьянов, Игорь Хушкин, Дмитрий Исаев, Герман Королев, Павел Сверчков, Никита Портнов, Данил Чернов, Александр Филиппов вĕренекенсем Мария Сергеева социаллă педагог ертсе пынипе кунта питех те тăрăшса ĕçлерĕç. Халĕ çулпа иртме кăмăллă. Малашне кунта вĕренекенсем «Симĕс патруль» йĕркелеме те палăртаççĕ.

Н.АДЮКОВ.
Елчĕк ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика