Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт

17 мая 2017 г.

Район команди - пĕрремĕш

Çĕмĕрле хулинче йывăр атлетсем ăмăртнă.

Кунти ăмăртура район команди палăрнă - вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хăйсен виçисенче Д.Перцев, А.Сахров, А.Носов, А.Панкратов /Кивĕ Эйпеç/, М.Антонова, Е.Андреева /Елчĕк/, А.Никонов /Çĕнĕ Пăва/, А. Смирнов /Курнавăш/, М.Дмитриев /«Юман»/, А.Абдулхаиров /Аслă Пăла Тимеш/ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ.

 

«Сăран мечĕк» клубăн призĕсемшĕн

Елчĕкре «Сăран мечĕк» клубăн призĕсемшĕн çамрăк футболистсем тупăшнă.

Аслă ушкăнра Лаш Таяпари вăтам шкулăн çамрăк футболисчĕсем мала тухнă. Елчĕксемпе Тĕмерсем те призерсен йышне кĕнĕ.

Вăтам ушкăнра Патреккелсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕксемпе Лаш Таяпасем.

Кĕçĕн ушкăнра 5 команда ăмăртнă. Кунта Елчĕкри вăтам шкул команди мала тухнă. Курнавăшсемпе Аслă Елчĕксем - призерсем.

Çавăн пекех «Сăран мечĕк» клубăн призĕсемшĕн те республика шайĕнчи зонăри ăмăртусем пыраççĕ. Аслă ушкăнра Елчĕк çамрăкĕсем Патăрьелсене 2:0 шутпа çĕнтернĕ. Вĕсем ăмăртăва малалла хутшăнаççĕ.

 

Финалта - чи ăстисем

Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче район центрĕнчи тĕп стадионта футболла выляссипе «Çĕнтерÿ» кубокĕшĕн финалти вăйă иртнĕ.

Районти ял тăрăхĕсен футболисчĕсем кашни çулах Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вăйăсем ирттереççĕ. Кăçал финалта Аслă Елчĕк тата Елчĕк ял тăрăхĕсен командисем тĕл пулчĕç. Елчĕксем кубока тивĕçрĕç.

Финалта чи лайăх вылякансене те палăртрĕç. «Чи лайăх хÿтĕленсе вылякан» ята Аслă Елчĕкри Алексей Лебедев, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Елчĕкри Александр Гаврушов, «Чи лайăх вратарь» ята Патреккелти Петр Воронцов тивĕçрĕç.

А.КАРЛИН хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика