Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпа пăркăчласан та лапчăнман

29 апреля 2017 г.

Манăн анне Çуткÿл ялĕнче пурăнса ĕмĕрне ирттернĕ. Унтах çĕре кĕнĕ. Вăл Тĕмер ялĕнче 1919 çулхи январьте чухăн хресчен çемйинче кун çути курнă. Вĕсен пĕчĕк çеç, чалăшса кайнă, улăм витнĕ çурт пулнă. Аннен ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне çуртра  ватăсем те пурăннă. Çимелли нимĕн те пулман. Çавăнпах кукаçипе кукамай, анне виçĕ çулта чухне, Тĕмер çыннисемпе пĕрле аякка ĕçлеме тухса кайнă. Татюк 80 çулхи аслашшĕ-асламăшĕпе тăрса юлнă. Тепĕр икĕ уйăхранах аннен ашшĕпе амăшĕ вилни çинчен хыпар çитнĕ. Юханшыв урлă сулăпа ĕçе кайнă чухне шыва кайса вилнĕ тесе пĕлтернĕ пĕрле ĕçлеме кайнă ял çыннисем. Çапла Татюк хăр тăлăха тăрса юлнă. Тепĕр икĕ çултан асламăшĕ те вилнĕ хĕрпĕрчин. Çичĕ çулта чухне аслашшĕ ĕмĕрлĕхĕх куçĕсене хупнă.

Тăр пĕччен юлнă Татюк. Ялĕнче тăванĕсем те пулман. Кÿршĕ-аршă хĕрхеннĕ хĕрачана, май килнĕ таран пăхнă ăна, анчах вăл çулсенче камăнах пĕр татăк çăкăр ытлашши пулнă-ха?

Çул хыççăн çул иртнĕ май Татюк вăй çитнĕ таран хăйне тăрантарса усракан çынсене пулăшкалама тытăннă. Ача пăхнă, кăмака хутма улăм кĕлти çыхнă, çăм чавнă, урай çунă. Çулла вара хырăмĕ пит выçсан хир урлă Тимеш ялне чупнă. Унта аннесен аякри тăванĕ пурăннă. Праски аппа ăна апат çитерсе янă. «Яшка çинчи çĕрулми турамĕсене чĕркесе кĕсьене чиксе парса яратчĕ. Вĕсене эпĕ Тĕмер ялне çитичченех çисе яраттăмччĕ», - аса илсе каласа паратчĕ анне.

Кÿршĕ хĕрарăмĕ ача пăхма хăварнă ăна. «Манăн чăмлак туса памаллаччĕ, анчах çăкăртан чăмлак туса пĕтериччен ман çăварта нимĕн те юлмастчĕ. Çăтса ярас мар тесе тăрăшаттăм. Выçă пулнăран хам сисмесĕрех анса каятчĕ. Ача та  ман çине пăхса йĕретчĕ, хам та йĕреттĕм», - тесе аса илетчĕ анне.

Выçăллă-тутăллă пурăнсан та кунсем, çулсем шăваççĕ. Анне майĕпен çум çумлама, пучах пухма, тырă вырма вĕреннĕ. Часах хĕр çулне те çитнĕ. Ăна Çуткÿл ялĕн ачине качча панă. Манăн атте пĕчĕк чухнех ÿксе пилĕк шăммине амантнă. Çитменнине анне пыриччен пĕрре авланнă пулнă. Пĕр эрне аннепе пурăнсан аттен малтанхи арăмĕ, малтан пăрахса кайнăскер, каялла килнĕ. Халĕ Татюкăн ăçта кайса кĕмелле? Юрать, упăшкин тăванĕсем хута кĕн.

Çапла анне Çуткÿл çынни пулса тăнă. Çăмăл пулман хĕрарăмăн пурнăçĕ. Атте сывă пулман пирки мĕнпур йывăр ĕç хĕрарăм çине тиеннĕ.  Вăкăрпа вутта кайнă, сухапуç тытнă. Аттепе пĕрле колхоз сурăхĕсене кĕтнĕ. Авăн çапнă вăхăтра каçхине йĕтем çинче тăрăшнă. Çуткÿл хĕрĕ, халĕ Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Мария Титова аса илет: «Татьяна инке ăçта йывăр, тусанлă - çавăнта тăрăшатчĕ. Эпир яланах унпа пĕрле юнашар тăма тăрăшаттăмăр. Пире унпа ĕçлеме çăмăлччĕ».

Çулсем иртнĕçемĕн çемьере йыш хутшăннă. Виççĕмĕш пепки çуралсан халĕччен пĕрре те чирлемен ача аптраса ÿкнĕ. Район больницинче те хăтарса хăварайман ăна. 4 çулхи тĕпренчĕкĕ амăшĕ аллинчех вилсе кайнă. Апрель уйăхĕ. Шыв-шур. Ниçта та тухса кĕме  çул çук.  Ирхине анне çав ачана йăтса аран, тĕттĕм пулнă çĕре яла çитнине каласа паратчĕ. Кÿршĕ ялăн хирне крахмал пуçтарма кайнине, кÿршĕсем юланутпа хăваласа янине куççуль витĕр аса илетчĕ.

Питĕ килĕштерсе пурăннă çемье. Асанне яланах кинĕ хутне кĕнĕ. Ял çине лайăх мар сăмах кăларман вĕсем. Ватта хисепленĕ, çамрăкпа çамрăк пек пулнă анне.

«Пĕр çулхине вăйлă, пăрлă çумăр çурĕ. Яла кĕрес умĕн вар пурччĕ. Сурăхсемпе путексене шыв çырманалла юхтарать. Татьяна инке кĕпине пилĕк таран тавăрса хучĕ те пăрлă шывран путексемпе сурăхсене çерем çине ывăтрĕ кăна. Ăçтан вăйĕ тухнă-ши хĕрарăмăн? Паян та ырă сăнарлă хĕрарăм пăрлă шывра тăни куç умĕнче», - ырăпа аса илет аннене Курнавăш чиркĕвĕн пачăшки Анатолий атте.

Атте 59 çула çитсен чире пулах çĕре кĕчĕ. Анне 92 çул пурăнчĕ. Мĕн çĕре кĕриччен лайăх пăхрĕç ăна ялти икĕ кинĕ. Эпир те, хĕрĕсем, мĕн вăй çитнĕ таран пулăшнă. Икĕ ывăлпа тăватă хĕре ÿстерме çăмăл пулман аттепе аннене. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр. Тавах сире, пире пăхса ÿстернĕшĕн.

Мĕншĕн алла авторучка тытрăм-ха эпĕ? Хальхи вăхăтра мĕнпур услови пур лайăх пурăнма. Анчах хăш-пĕр амăшĕ ачисене çуратсанах больницăра пăрахса хăварать е килĕсенче пĕччен хăварса эрни-эрнипе çухалса пурăнать. Ĕçкĕ авăрне путнă çамрăк çемьесем те сахал мар. Çакăн пек çăмăлттай хĕрарăмсем пурнăç çинчен тарăнрах шухăшласа пăхчăр тетĕп-çке. Паянхи пурнăç ырлăх. Хамăрăн тĕпренчĕкĕмĕрсене хамăрах тĕрĕс-тĕкел ÿстересчĕ, çĕршыва юрăхлă çын тăвасчĕ.

Василиса НИКОНОВА.
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика