Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавир çинчи хĕрÿ кĕрешÿ

26 апреля 2017 г.

Кавир çинчи хĕрÿ кĕрешÿ

Сывлăхпа спорт кунĕнче Спорт çуртĕнче И.Мешкова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ. Унта 2005 çулта çуралнă тата çамрăкрах 50 яхăн спортсмен тупăшнă.

Хăйсен виçисенче А.Терентьев, А.Петров, Д.Крысов, Д.Иванов, Р.Никонов, И.Николаев /Елчĕкри шкул/, П.Николаев, С.Краснов /Çирĕклĕ Шăхальти шкул/, О.Ефимов /Аслă Елчĕкри шкул/, Е.Рахмин /Çĕнĕ Пăвари шкул/ çĕнтернĕ. «Чи çамрăк спортсмен» Р.Николаев /Кармал/ пулнă, «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» ята С.Тябуков /Аслă Елчĕк/, «Чи лайăх техникăшăн» ята Д.Крысов /Елчĕк/ çĕнсе илнĕ. Д.Райковăн /И.Мешковăн куккăшĕ/ ятарлă призне Т.Амасев /Аслă Елчĕк/ тивĕçнĕ.

Елчĕкри вăтам шкул команди кубока çĕнче илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Елчĕксемпе Çирĕклĕ Шăхальсем.

Сăнÿкерчĕкре: кĕрешÿ саманчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика