Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăка сыхласси - пурин тивĕçĕ те

15 апреля 2017 г.

Экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси, ешĕл зонăсен территорийĕсене анлăлатасси çине ытти чухне те пысăк тимлĕх уйăракан Чăваш Республикин Правительстви Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернине питех те кирлĕ,  тивĕçлĕ йышăну вырăнне хурса хакланă.

Елчĕк район администрацийĕнче те, паллах, Экологи çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕп ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Йĕркелÿ комитетне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.В.Левый ертсе пырать. Шăпах хальхи вăхăтра экологи ыйтăвĕ тавра унпа  калаçу йĕркелени вырăнлă та пулчĕ.

- Çутçанталăк чĕрĕлни, йывăç-тĕм ешĕл тум тăхăнас вăхăт çывхарни чун-чĕрере ырă туйăм çуратать. Савăк çуркуннепе пĕрле тирпей-илем мероприятийĕсем те пуçланчĕç. Çакăн пирки, Леонард Васильевич, тĕплĕнрех чарăнса тăма пулмĕ-и?

- Православи календарĕпе килĕшÿллĕн, ыран - Мăнкун. Чăваш халăхĕ вара праçнике яланах тасалăхпа, тирпейлĕхпе кĕтсе илесси йăлана кĕнĕ. Район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем çутă уява тивĕçлипе кĕтсе илес тесе çак эрне тăршшĕпех экологи субботникĕсене йĕркелессипе тимлерĕç. Юр каярах ирĕлнине пула типме ĕлкĕреймен лаптăксенчи кивĕ çулçăсемпе çÿп-çапа, йăлара усă курнă хытă каяшсене те çитес кунсенчех пуçтарса тирпейлеме палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен кĕçех Çуркуннепе Ĕç, Аслă Çĕнтерÿ уявĕсем те çывхараççĕ. Майăн 9-мĕшне чыслăн кĕтсе илме хатĕрленсе ял тăрăхĕсенче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене, обелисксемпе стелăсене, мемориал хăмисене йĕркене кĕртмелле.

Апрелĕн 12-мĕшĕнчен тытăнса экологи уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Вăл тăван тавралăха сыхласси енĕпе чи массăллă мероприяти пулса тăрĕ. Унсăр пуçне Раççейри «Экологи хăрушлăхĕнчен сыхланмалли кунсем» акци, «Ешĕл çуркунне» экологи субботникĕсем те вăй илеççĕ. Çак мероприятисен тĕллевĕ пĕрре - халăха экологи проблемине ăша хывтарасси, çутçанталăка çитес ăрусем валли сыхласа хăварасси, çынсен культура шайне ÿстересси, вĕсене тăван тавралăха юратма тата хисеплеме вĕрентесси.

- «Йывăç ларт тата ăна упра» акцие хутшăнса районта пурăнакансем кашни çул - çуркунне те, кĕркунне те çĕнĕ йывăç хунавĕсене сахал мар лартса хăвараççĕ. Вĕсем мĕнле çитĕнеççĕ?

- Район центрĕнче, ял тăрăхĕсенче иртнĕ çулсенче лартса хăварнă йывăçсем, вĕсене тимлĕн асăрхаса-сăнаса тăнăран,  хăш вăхăтра ÿссе çитĕннине те сиссе юлаймарăмăр. Акатуй уявĕ иртекен Ырсамай çырми тăрăхĕнчи куçпа виçейми илеме - яштака хурăнсемпе ялан симĕс чăрăшсемпе хыр йывăççисене сăнама халĕ мĕн тери кăмăллă - чун савăнать. Уяв ирттерекен территорире кĕркунне лартса хăварнă çамрăк хунавсем ăнсăртран сиенленесрен асăрханса пурĕ 200 метр ытла хитре карта тытса çавăрма, çак ĕçе çывăх кунсенчех пикенме палăртнă. Унсăр пуçне, çĕнĕ йывăç хунавĕсене те лартса хăваратпăр. Тăван тавралăх илемĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшакан çынсене, хăйсен кăмăлсем пулсан, çак пархатарлă ĕçе хутшăнма ыйтатпăр.


- Пирĕн тĕллев - республикăна пурăнмалли чи лайăх вырăн туса хурасси!

/Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран/.


Тăван тавралăха симĕслентерес ĕçе юлашки çулсенче уйрăмах Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче /ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин/ лайăх йĕркеленине хамăр куçпа курса ĕненетпĕр. Элпуç тата Кармал ялĕсенче пурăнакансем иртнĕ кĕркунне çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕпе юнашар ятарласа уйăрнă 0,2 гектар лаптăкра панулми сачĕ йĕркелеме те пултарчĕç. Хăйсен чун-чĕрин хистевĕпе юратса пурнăçланă ĕç харама каймасса пĕлсех тăратпăр. Кăçал çуркуннехи тапхăрта районĕпе 9000 тĕп йывăç лартма палăртнă пулсан, 3000 хунавне Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче лартаççĕ.  

Ку енĕпе Елчĕк /ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов/, Тăрăм /Алексей Трофимов/, Курнавăш /Юрий Смирнов/, Кĕçĕн Таяпа /Валерий Петров/ ял тăрăхĕсенче те лайăх ĕçлеççĕ.  

- «Хăш вырăн таса?» тесе ыйтсан: «Ялан тирпейлесе тăраканни мар, вараламан вырăн таса», - теççĕ.

- Тĕрĕс. Тирпей-илемшĕн тăрăшма систерсе калани, йĕркесĕрлĕхпе çитменлĕхе пĕрре пĕтерсен текех апла пулмĕ тени те ку.

Районта пурăнакансенчен ытларахăшĕ пĕр шухăшлă пулнине кура Елчĕк тăрăхĕнчи тăван тавралăх çулсерен хитреленсе пынине пурте куратпăр. Район центрĕнчи, ялсенчи уйрăм çынсен çурчĕсем умĕнчен, уйрăмах çуллахи вăхăтра, утса иртме кăмăллă. Çурт умĕнчи пахчасенче халĕ пурте тенĕ пекех илемлĕ чечексем ÿстереççĕ.

Апла пулин те çитменлĕхсем, йĕркелесе çитереймен ĕçсем те сахал мар. Хăш-пĕр ырă мар кăмăллă çынсем çулсен хĕррисене, чарăну вырăнĕсене, юханшывсен çывăхне çÿп-çап миххисене пăраха-пăраха хăвараççĕ. Хальхи вăхăтра çынсем усă курнă хыççăн кĕленче, пластмасса савăтсемпе полиэтилен хутаçсене ăçта килнĕ унта кăларса пăрахни, çилпе вĕçтерни экологи проблеми пулса тăчĕ. Çак çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе Елчĕк район администрацийĕ тăрăшнипе йăлара усă курнă ăпăр-тапăра суйласа илсе тепĕр хутчен ĕçе ярассипе ĕçлекен «Юрга» организаци уçăлчĕ. Малашне вăл хăйĕн ĕçне тата анлăрах йĕркелеме палăртать.

- Леонард Васильевич, май пулнипе усă курса тата мĕн каланă пулăттăр?

- Тăван кĕтесри çутçанталăка сыхласа хăварассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла. Обществăлла тата харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакансене, ĕç коллективĕсене, бизнес пĕрлĕхĕсене, канăçсăр чунлă çынсене субботниксем ирттересси çинчен пĕлтермесĕрех, пушă вăхăт тупса хамăр йĕри-таврари территорисене тирпейлесе тасатма чĕнсе калатпăр. Коммуналлă службăсем хăйсем пăхса тăракан территорисене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе пур резервсене те туллин ĕçе кĕртмелле.

Тăван тавралăх таса, хитре пулни - хамăршăн. Тирпейленĕ вырăна урăх çÿпĕлес, варалас мар.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика