Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă уява - таса шухăш-кăмăлпа

12 апреля 2017 г.

Çутă уява - таса шухăш-кăмăлпа

Праçниксен праçникĕ, савăнăçсен савăнăçĕ - Мăнкун умĕн Курнавăш ял тăрăхĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Тĕп лапам йĕри-таврашĕ, урамра та тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни кăмăла çĕклерĕ. Çутă та таса уява кашни çын тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленет-çке.

Аякранах илемлĕн çуталса ларакан Христос çуралнин чиркĕвĕ те çак территорире вырнаçни чун-чĕрене ăшăтать, пулинех. Чиркÿ настоятелĕ Анатолий /Емельянов/ протоиерей тăрăшнипе Турă çуртне тулаш, шал енчен те тирпейлĕ те хăтлă тăвассишĕн çак çулсенче нумай ĕç туса ирттернĕ. Иртнĕ çулхи кĕркунне чиркĕве шал енчен çĕнетме пикеннĕччĕ. Вăхăта нумай илекен тĕлĕнмелле кăткăс ĕçе - ÿтсĕр, куçа курăнман ангелсемпе архангелсен икон-фрескисене стена, мачча çине вырнаçтарассине Турă пулăшнипе нумаях пулмасть вĕçленĕ. Турă умĕнче хăйсен чунĕсене çăлассишĕн пур ĕçе те хастаррăн хутшăнакан хĕрарăмсем ун хыççăнах  чиркĕве, апатланмалли, просфор пĕçермелли çуртсене шал енчен çуса тасатнă. Урамра та ĕç сахал мар. Юр ирĕлнĕ май кĕркуннехи йывăç çулçисем тата ытти хыт хура куç умне тухать. Мăнкунччен вĕсене те тасатма ĕлкĕрмелле.  Территори юртан тасалнă май типшĕрнĕ лаптăксене чиркÿре ĕçлекен хĕрарăмсем халĕ кашни кун тенĕ пекех тирпейлесе тăраççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Чиркÿре ĕçлекен хĕрарăмсен ушкăнĕ: Ольга Мартышкина, Мария Манаскина, Минадора Никитина, Екатерина Мартышкина, Феоктиста Веселина, Нина Кудряшова тата Галина Маркова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика