Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн - 50 çул

08 апреля 2017 г.

Алла-аллăн - 50 çул

Тĕмер ялĕнче пурăнакан Козловсем - Петр Ивановичпа Антонина Ивановна пурнăçăн анлă çулĕпе 50 çул хушши алла-аллăн тытăнса утаççĕ, пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе кун кунлаççĕ.

Петр Иванович мĕн çамрăкран колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Улатăр районĕнчи Киря поселокĕнчи вăрман хуçалăхĕнче 7 çул ĕçленĕ, Тутар Республикине те çÿренĕ. Пĕр вăхăт Елчĕкри вăтам шкулта кочегар пулнă, кайран çак ĕçпех Тĕмер шкулне куçнă. Каярахпа, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, тăван хуçалăхра тăрăшнă.

Антонина Ивановна Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн тăван хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă: фермăра та, сад пахчинче те. Кашни вырсарникун Тĕмер чиркĕвне çÿренĕ, пулас мăшăрĕпе те вĕсем çавăн чухне паллашнă.

Петр Козлов хитре, ĕçчен те сăпайлă хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ, унпа мăшăрланса ĕмĕр пĕрле пуласчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Мĕн шутлани - пурнăçланнă. 1967 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тĕмер ялĕнче ашшĕ-амăшĕн пехилне илнĕ Козловсен çĕнĕ çемйи чăмăртаннă. Унтанпа шăп та лăп 50 çул иртсе кайнă.

1968 çулта Козловсем  тĕп килтен уйрăлса тухса çурт туяннă. Укçи-тенкине пухса çитерсен  хăйсем тĕллĕн çурт хăпартнă. Йывăрлăхсем нумай пулнă, апла пулсан та çав çулсем çамрăксемшĕн чи илемлĕ, чи çепĕç вăхăтсем пулнă.

Антонина Ивановна нумай çул колхоз бригадинче тăрăшнă, каярахпа ялти шкула урай çума куçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшнă вăл. Хăйне шанса панă ĕç вырăнĕсенче тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тав хучĕсене тивĕçнĕ. Козловсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Мĕн çамрăкранах юрлама ăста пулнă Антонина Ивановна чиркÿ хорне юрлама çÿрет - унта чун киленĕçне тупать.

Юратупа тĕвĕленнĕ çемьере 4 ывăлпа 3 хĕр çут тĕнчене килнĕ. Асли - Михаил, вăл музыка училищинче вĕреннĕ. Малтан ялта художество пултарулăх ертÿçинче тăрăшнă.  Каярахпа çемйипе тĕп хуламăра пурăнма куçнă. Хальхи вăхăтра Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçлет. Нина хĕрĕ çĕвĕç профессине алла илнĕ. Çемйипе Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче пурăнать. Хальхи вăхăтра вăл ватă хуняшшĕне - Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранне пăхать. Вячеслав ывăлĕ çемйипе Шупашкарта пурăнать, вăл - строитель. Надя хĕрĕ тăван ял каччипе пĕрлешсе çемье çавăрнă. Хальхи вăхăтра Тĕмер шкулĕнче техслужащи пулса ĕçлет. Оля хĕрĕ те çемьеллĕ, Шупашкарта пурăнать, шкулта ĕçлет - ачасене вĕрентет. Александр ывăлĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, инçе çулсене çÿрекен водительте тăрăшать. Кĕçĕн ывăлĕ - Сергей /Силуан иеромонах/ Турă çулĕпе кайнă, вăл Лаш Таяпари чиркÿ настоятелĕ.

Козловсен 8 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук. Вĕсем ватăсем патне килсех çÿреççĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: Филипп тата Максим мăнукĕсем мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă. Филипп - Хусанти студентсен «Рубин» футбол командин капитанĕ, Максим - Чăваш Енри çамрăксен пĕрлештернĕ футбол командин капитанĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, çирĕп кăмăл-тĕллевлĕ çакăн пек çамрăксемпе, чăннипех, мухтанмалăх пур.

Мĕн ватăличченех вĕсем килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Ĕне, сурăхсем, хур-кăвакал, чăххи-чĕппи карта тулли пулнă. Хăнăхнă йăлапа халĕ те май пур таран выльăх-чĕрлĕхне тытаççĕ.

Ÿссе çитсе çунат сарсассăн вĕçенкайăк чĕпписем те тĕрлĕ еннелле вĕçсе саланнă пек, çитĕнсе çитсен ача-пăча та  ашшĕ-амăшĕн хÿттинчен тухса пурнăç çулĕпе тĕрлĕ енне саланать. Апла пулин те тăван кил ăшши хăй патнех чĕнет. Козловсен ачисем те ашшĕпе амăшĕпе тĕл пулса чун каниччен калаçас, май пур таран пулăшас тесе, пурте пĕрле пуçтарăнса çавра сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларас ĕмĕтпе кашни çулах Çимĕк уявĕнче тăван килне васкаççĕ. ...Пурнăç илемне туйса, Турă панă кун-çула тивĕçлĕ пурăнса ирттересчĕ теççĕ Петр Ивановичпа Антонина Ивановна. Вĕсен çемйинче ĕçченлĕх, пĕр-пĕрне хисеплени малти вырăнта тăрать. 

Н.БАЙМУШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика