Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтавлă ентешсене чыслаççĕ

08 апреля 2017 г.

Тăван республикăн тĕп хулинче 43 çул пурăнатăп. Тивĕçлĕ канăва массăллă информаци хатĕрĕсенче, тĕрлĕ организацисемпе министерствăсенче вăй хунă хыççăн тухрăм. Çапла, ĕненес те килмест: сисĕнмесĕрех ĕç ветеранĕ пулса тăтăм.

Çамрăклăх тахçанах хыçа юлнă. Апла пулин те ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче, Вăрăмхăвари тата Лаш Таяпари шкулсенче учительте ĕçленĕ илемлĕ те асамлă кунсене ниепле те манаймастăп.

1970 çулсен пуçламăшĕнче, районти çамрăксен организацине ертсе пынă вăхăтра, пушă вăхăт пулманпа пĕрех темелле. Анчах та эпĕ кулленех комсомол, парти, ĕç тата вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулма тăрăшнă.

Сисĕнмесĕрех Экологи çулталăкĕнчи çуркунне пуçланчĕ. Хам лайăх пĕлекен, Мăнкунччен çуралнă хăш-пĕр ентешсене аса илес килет.

Лаш Таяпа - республикăн кăнтăр енче вырнаçнă хăйне евĕрлĕ авалхи сала. Кунта чиркÿпе прихут шкулĕ 1840 çултах ĕçлеме пуçланă. Çак яла ĕçлеме чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев пилленипе Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкула пĕтернĕ О.М.Ятманов 1907 çулта килсе çитнĕ. Осип Михайлович пирĕн ялта учительте 44 çул ĕçленĕ, 1949 çулта вăл «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Çакна палăртма кăсăклă: чăвашсен паллă педагогĕ граждан вăрçин легендарлă геройĕпе В.И.Чапаевпа пĕр вăхăтра, 1887 çулти февральте çуралнă. Эппин, нумаях пулмасть О.М.Ятмановăн 130 çулхи юбилейĕ иртрĕ. Унăн Николай ывăлĕ вара 90 çул каялла, 1927 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче çуралнă.

Николай Ятманов 1945 çулта Лаш Таяпари вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен Мускаври архитектура институтне вĕренме кĕнĕ. 1960 çулччен Николай Осипович РСФСР ÿнер фончĕн Чăваш Енĕн уйрăмĕнче, «Чувашгражданпроект» институтăн сотрудникĕнче тата Шупашкар хулин архитекторĕнче ĕçленĕ. Вăл 1953 çултах РСФСР Министрсен Совечĕн лауреачĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ, чăваш ÿнерçисенчен чи малтан СССР Архитекторсен союзĕн членĕ пулса тăнă. Н.О.Ятмановăн эткерлĕхĕпе ĕçĕсем паянхи кунчченех Шупашкарти Вырăс драма театрĕн çуртне /ĕлĕкрех унта Чăваш патшалăх филармонийĕ вырнаçнăччĕ/, Ленин проспектĕнчи тата Ярославски урамĕнчи хăш-пĕр пурăнмалли çуртсемпе ача сачĕсене илемлетеççĕ.

Лаш Таяпарах çуралса ÿснĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн профессорĕ С.И.Ксенофонтов Николай Ятмановран 20 çул кĕçĕнрех. Сергей Иванович 1947 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕн, паллă скульпторăн, 1970 çулсенче асăннă аслă шкултах преподавательте ĕçленĕ Юрий Ксенофонтовăн иккĕмĕш шăллĕ.

Сергей Ксенофонтов 1970 çулта педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ хыççăн Лаш Таяпари вăтам шкулта виçĕ çул ĕçленĕ. Унтан пултаруллă физик тата çамрăк учитель И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн теплофизика кафедрин наука сотрудникĕнче ĕçлеме пуçларĕ, çав вăхăтрах хăйĕн пĕлĕвне аспирантурăра вĕренсе ÿстерчĕ. Тепĕр темиçе çултан çĕршывĕпе паллă академикăн С.А.Абруковăн вĕренекенĕ, манăн çывăх юлташ Сергей Ксенофонтов Одессăра наука диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Çавăн хыççăн Сергей Иванович И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăвашсен пĕрремĕш университетĕнчен Юрий пиччĕшĕ пилленипе хăйĕн тăван институтне ĕçлеме куçать. Кунта физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ С.И.Ксенофонтов вунă çул ытла пĕтĕмĕшле тата теориллĕ физика кафедрине ертсе пырать. Çак вăхăтра вăл вĕренÿ лабораторине паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен кăткăс приборсем вырнаçтарма мехел çитернĕ. Çавна май  2005 çулта педагогика университетĕнче Раççей Федерацийĕн аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ С.И.Ксенофонтов профессор ертсе пынипе кафедра çумĕнче аспирантура уçнă. Сергей Ивановичăн вĕренекенĕсенчен кунта техника ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине Александр Порфирьевпа Александр Лепаев хÿтĕленĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн çĕнĕ ректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ В.Н.Иванов та хăй вăхăтĕнче кунти физикăпа математика факультетĕнче С.И.Ксенофонтов патĕнче вĕренсе тарăн пĕлÿ илнĕ. Владимир Николаевич пуçарнипе март варринче университетра С.И.Ксенофонтов профессор 70 çул тултарнине халалласа теплоэнергетика тата физика теорийĕн ыйтăвĕсемпе регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцине йĕркелерĕç. Ăна уçнă май, В.Н.Иванов ректор С.И.Ксенофонтов профессор педагогика университетĕнче хĕрĕх çула яхăн ĕçлесе темиçе пин учитель вĕрентсе кăларнине, вăл пĕтĕм халăха ырă тĕслĕх кăтартнине палăртрĕ, пĕтĕм кăмăлтан юбилейпе саламласа ăна ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ячĕпе чысларĕ. Конференцире республикăри ытти аслă шкулсенчи ăсчахсем, Хусантан, Мускавран тата ытти хуласенчен килнĕ хăнасем сăмах калама пуçличченех хисеплĕ юбиляра  «Елчĕк ен» ентешлĕх хастарĕсем тата Лаш Таяпари шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем ăшшăн саламларĕç.

Çуркуннен пирвайхи уйăхĕнче сумлă ентешсенчен Энтепере çуралса ÿснĕ Л.М.Федорова педагог тата поэт 65 çул, Патреккелĕнче ÿссе çитĕннĕ Чăваш ялхуçалăх академийĕн инженери факультечĕн доценчĕ Ю.Н.Доброхотов 70 çул, çак аслă шкулăн профессорĕ, Раççейри естествознани академийĕн  член-корреспонденчĕ Ф.П.Петрянкин вара 80 çул тултарчĕç.

Петр СИДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика