Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха савса ăна таса тытар-и?

08 апреля 2017 г.

Хамăр çуралса кун çути курнă вырăн кашни çыншăн питех те хаклă.

Çуралнă çĕршывран тухса кайсан, вăхăт иртнĕ май, тăван вырăнсем час-часах аса килеççĕ, чĕрене чĕпĕтсе тарăн шухăша яраççĕ. Чун  тăван кĕтесе туртать. Çуралса ÿснĕ ял пур енĕпе те хитререх, ăшăрах туйăнать. Кунта хĕвел те хĕрÿрех, çерем те симĕсрех, шывĕ те çемçерех. Нумай çын вара çак чуна çывăх вырăнта ĕмĕрне ирттерет. Чылай чухне хамăр пурăнакан тавралăх илемне хакламастпăр, хăнăхса çитсе çитменлĕхе те курми пулатпăр. Тавралăх вара пирĕн пулăшăва кĕтет.

Хальхи саманара лавккасенче мĕнпур тавара пакетпа тарăсем ăшĕнче сутаççĕ. Çавна май хуçалăхра темĕн чухлĕ хут-пакет, пластик пуçтарăнса каять. Çынсем вара вĕсене, темшĕн, урама кăларса пăрахма тăрăшаççĕ. Юр ирĕлсе пынă май çулсем айккинчи эрех-сăра бутылкисем куç умне тухаççĕ. Çурхи шывпа юхса вĕсем юханшывсене те лекеççĕ. Пăлана шыв тулсан унта темĕн те пĕр юхнине куратпăр: пĕрене, вутă-шанкă, пластик савăтсем, йытă-кушак, чăх-чĕп виллисем те. Çутçанталăк çак тасамарлăха епле чăтать-ши? Кашни çын хăйĕн хуçалăхĕнче, урамĕнче тирпей туса тăрсан çак çитменлĕхсем сахалрах пулĕччĕç.

Аслă Пăла çыранĕ хĕррипе манăн юратнă Аслă Пăла Тимеш ялĕ вырнаçнă. Çынсем курман вăхăтра унти çыран аяккине хăш-пĕрисем тĕрлĕ ăпăр-тапăр пырса тăкнине асăрхама пулать. Пĕтĕм тасамарлăх Пăла шывне варалать, çуллахи вăхăтра вара пĕтĕм ача-пăча унта шыва кĕме çÿрет. Ачасем тĕрлĕ ÿт-пÿ чирĕсемпе чирленинчен тĕлĕнмелли çук. Юлашки вăхăтра эпир юрату сăмаха ăнланма пăрахрăмăр пулас.

Тăвансемĕр, чунлăха çухатмасăр, тавралăха савса ăна таса тытар, çутçанталăк пурлăхне юратупа упрар.

З.ПОРТНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика