Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ хĕрарăм

05 апреля 2017 г.

Тивĕçлĕ хĕрарăм

Кушкă ялĕнче пурăнакан Елена Никандровна Емильева 85 çулхи юбилейне кĕтсе илет.

1932 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕш кунĕнче тĕнчене килнĕ. Çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра çуралнăран çурхи кун пек хитре те кăмăллă пулĕ вăл. Ялти шкултан вĕренсе тухсан пурнăç шкулне колхоз ĕçĕнчен пуçланă. Уй-хирте, фермăра – мĕнпур ĕçре пултарулăхĕпе палăрнă çак хитре хĕр. «Лайăх куçа курăнать», - теççĕ, ăна ял каччи Петр Андреевич Емильев куçлать. Пĕр-пĕрне савакан çамрăксем 1950 çулта çемье çавăраççĕ. Юратуллă çемьере пĕрин хыççăн тепри, 7 пĕртăван, çут тĕнчене килеççĕ. Шел пулин те, Петр Андреевич йывăр чире пула пурнăçран ир уйрăлса кайнă, вĕсем 27 çул анчах пĕрле пурăнайнă. Çирĕп чун-чĕреллĕ хĕрарăм,  пурпĕрех, хуçăлса ÿкмен, шăлне çыртса ачисене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн пĕтĕм вăй-халне панă.

Аслă ывăлĕ Николай вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Инженер-электрик специальноçне алла илсе ĕçе пикенет. Сăмах май каласан, Николай Петрович 1988-1995 çулсенче «Победа» колхоз председателĕнче ĕçлерĕ. Мăшăрĕпе пĕрле хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсене аслă пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Николай Петрович Чăвашэнергосбыт тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Елинкка аппан Таиç ятлă хĕрĕ Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçлесе пенсие кайнă. Ĕмĕрĕпех тăван ялта механизаторта тăрăшнă Юрий ывăлĕ те тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет. Татуллă çемьере пурăнса вĕсем икĕ хĕрача çуратса ÿстернĕ. Галина хĕрĕ строитель профессине алла илнĕ, Чĕмпĕр хулинче ĕçлесе пурăннăскер, унтах çемье çавăрнă, хĕрача ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра вăл предприниматель пулса тăрăшать. Нина Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Шупашкарти ялхуçалăх академийĕнче зооинженери факультетне пĕтернĕ. Вăл - преподаватель, халĕ педагогика университетĕнче вăй хурать. Çемьеллĕ, пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Кĕçĕн ывăлĕ - Олег, вăл хăйĕн çемйипе тĕп çуртра амăшне пăхса пурăнать. Совет çарĕнче службăра пулнă хыççăн милицин Мускаври аслă шкулне пĕтерсе тăван тăрăха таврăннă. Олег Петрович следстви уйрăмĕнче ĕçлесе подполковник званине илме тивĕçлĕ пулнă. Çемьеллĕ, икĕ хĕр ÿстереççĕ. Альбина кинĕ вара хунямăшне лайăх пăхнине ял-йыш пĕлет.

Кĕçĕн хĕрĕ Ольга Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн Мускавра ĕç тупнă та унтах юлнă. Çемье çавăрса мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстернĕ.

Елена Никандровна халĕ ачисемпе, мăнукĕсемпе /унăн пурĕ 9 мăнук/ савăнать. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçлĕ пулнă Елинкка аппан Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те нумай, ача амăшĕн медалĕсене те вăл тирпейлĕн упрать. Елена Никандровна хăйĕн çулĕсене кура мар вашават, тирпейлĕ, çирĕп ăс-тăнлă, кăмăллă хĕрарăм. Ачисемпе мăнукĕсене тата нумай çул  савăнтарса пурăнма çирĕп сывлăхпа телей сунса хăварас килет çак  ăшпиллĕ чун-чĕреллĕ аннене, асаннене, кукамая, хунямана.

З.ПОРТНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика