Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕ - çăкăрпа танах

01 апреля 2017 г.

Зинаида ПОРТНОВА, ĕç ветеранĕ, Аслă Пăла Тимеш ялĕ:

- «Елчĕк ен» - ял çыннишĕн чун апачĕ. Районăн кун календарĕ тесен те йăнăш пулас çук пулĕ. Хаçат урлă эпир район администрацийĕн ĕç планĕнчен пуçласа ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем туса пыракан ĕçсемпе паллашатпăр. «Паллă кунсем, юбилейсем» рубрика та пархатарлă ĕçсемпе палăрнă çынсем манăçа тухманнине çутатса тăрать. «Пĕрле ларса вулар-и?» ярăм тухма тытăнни те хаçата илем кĕртрĕ.

Юнкунпа шăматкуна уява кĕтнĕ пек кĕтетпĕр эпир. Хаçатра тухнă заметкăсемпе статьясене ялти ватă çынсемпе пĕрле сÿтсе яватпăр. Ял çыннишĕн район хаçачĕ çăкăрпа танах.

 

Светлана БАРИНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кушкă ялĕ:

- Юлташăм, тусăм, вĕрентекенĕм, - тетĕп эпĕ хамăр район хаçачĕ пирки сăмах хушсан. Хаçат страницисенче Елчĕк енри сумлă ĕçченсемпе ватăсем çинчен çырса кăтартнине курсан вĕсем пек пулас килет.

Шкул ачисем тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссенче палăрнине пĕлсен савăнатăп. Хамăр спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе те мăнаçланатăп. Акă, районти пĕрлештернĕ хоккей команди финала тухса Сочине кайма тивĕçлĕ пулни мĕн тери савăнăç кÿчĕ. Çакна та хаçат урлă пĕлтĕмĕр.

Çыравçăсем те пултаруллă. Светлана Архипова ялхуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, паллă çынсем çинчен тарăн та уçăмлăн çырса кăтартать. Валентина Кириллован статйисем чун патне пыраççĕ.

Юлашки вăхăтра  Владимир Московский районăн иртнĕ çулсенчи ĕç-хĕлне, пурнăçне тĕпчесе çырнин ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Николай Богданов витĕмлĕ шухăшсем çуратать. Анатолий Тимофеев, Ольга Миронова чунпа яланах халăхпа. Зинаида Портнован сăввисене тăтăшах кĕтетпĕр. Валентина Тарасова лĕпĕш çинчен çепĕç çырса кăтартни ăшра йĕр хăварчĕ.

...Район хаçачĕн хакне шутлас пулсан, унăн пĕр номерĕ 8 тенке те çитмест. Çав вăхăтрах ăна алла илсе тăнинчен мĕн чухлĕ хыпар пĕлме пулать! «Елчĕк енпе» çыхăну тытма малалла та сывлăх пултăрччĕ, тетĕп.

 

Анатолий ТИМОФЕЕВ, пичет ветеранĕ. Елчĕк ялĕ:

- «Елчĕк ене» /унчченхи «Колхоз ялавне»/ района килнĕренпех ?1965 çултанпа/ вуласа тăратăп. Хам та редакцире нумай çул ĕçленĕрен хаçат тăван хĕр е ывăл пекех туйăнать. Апла пулсан унран нихăçан та уйрăлаймастăн.

Çавна май хамăн туссене те, ытти вулакансене те ăна вăраха ямасăр çырăнса илме сĕнетĕп. Пĕлетпĕр вĕт-ха, ку чух мĕнпур япала хакĕ вĕçĕмсĕр ÿссе пынине. Апла пулсан район хаçатне çур çул илсе тăма халех çырăнса темиçе вун тенкĕ перекетлени те паха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика