Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăш таса, сывлăх çирĕп пултăр

29 марта 2017 г.

Юлашки çулсенче таврара тĕрлĕ чир-чĕр - грипп, ÿслĕк, ÿпке чирĕсем уççăн хуçаланаççĕ.

Тухтăрсем палăртнă тăрăх, çакă вырăнти климатран та килет. Урăхла каласан, ăçта, мĕнле условире пурăнатпăр - пирĕн сывлăх та çаплах. Çÿп-çап куписем, хĕвел радиацийĕ, тĕрлĕрен техника пĕр чарăнми сывлăша варалани, çав вăхăтрах вăрмансемпе йывăç-тĕмсем сахаллансах пыни сывлăха хавшатать.

Вăрмансене çĕр чăмăрĕн ÿпки, теççĕ. Йывăç çулçине алла илсе унăн аял енне лупа витĕр сăнаса пăхсан пĕчĕк шăтăксене асăрхатпăр. Вĕсем уçăлаççĕ те хупăнаççĕ. Йывăç çак шăтăксем витĕр сывлать, сывлăшри кăмрăк йÿçек газа, тусана сывласа илет, каялла таса кислород кăларать. Уйрăмах ку енĕпе тирек /тополь/ палăрса тăрать. Унсăр пуçне, йывăçсем çулçисем витĕр тĕрлĕ вещество кăлараççĕ. Вĕсем сывлăшри бактерисене пĕтереççĕ. Çавна пула ÿпке чирĕсенчен сыватакан больницăсене хыр вăрманне вырнаçтараççĕ.

Ял çынни ялхуçалăх культурисене тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлас тĕллевпе пестицидсемпе, наркăмăшпа усă курать. Вĕсем пăсланса сывлăша тухаççĕ, çакна та хамăрах сывласа илетпĕр. Сывлăх çинчен шутламастпăр та.

Пахчара йывăçсем, таврара вăрман пулсан сывлăш чылай тасарах пулĕччĕ. Пĕр вăхăт пирĕн  ялта Илья Матвеевич Трофимов пуçарнипе ферма çывăхне, трактор паркĕн территорине, çулсен айккипе йывăçсем лартса тухнăччĕ. Ÿссе çитĕннĕ йывăçсем халĕ хăрма пуçларĕç, анчах йывăç лартас ĕç  йывăрпа пырать. Ĕлĕк пурăннă çынсем каласа хăварнă тăрăх, пирĕн ял кÿллипе юнашар юманлăх пулнă. Унти çĕр тумхахлă - тыр-пул туса илме меллĕ мар. Çавăнпа, тен, унта çĕнĕрен вăрман чĕртмелле;

Çакă та чуна ыраттарать: çĕршывра кашни çул пин-пин гектар вăрман çунать. Пулас ăрусемшĕн мĕн тăрса  юлĕ? Çĕр çинчи сывлăш температури хăпарса пырать, çурçĕр пăрĕ ирĕлет, тип çĕр лаптăкĕ чакать. Çакă вăрмансем сайралнинчен те килет. Вăрманта сулхăн, нÿрĕ. Йывăçсем шыва пăслантараççĕ, пăс шыв пулса çумăр пĕлĕчĕ тăвать, çумăр çуса çĕнĕ çăлкуçсем çуратать. Çăлкуçсем вара пысăк шыв тăваççĕ. Хальхи вăхăтра пысăк юханшывсем те ăшăхлансах пыраççĕ-çке.

Совет самани вăхăтĕнче колхоз анисем хĕррипе пĕчĕк вăрмансем, посадка, тетпĕр, лартса хăварнă. Вĕсене пăхса-сăнаса тăма уйрăм çынсене çирĕплетнĕ. Халь хуçа пур-ши унта? Йывăçсене чылай çĕрте касса-вакласа пĕтернĕ, юлнă турачĕсене те пуçтарман. Çак посадкăсене çĕр эрозине хирĕç кĕрешсе лартнă. Çил тăпран усăллă сийне вĕçтерсе ан кайтăр, тенĕ. Кашни ял çынни çакна асра тытасса шанас килет.

Йывăç-курăка чĕрĕ организм тесе ахальтен каламаççĕ. Ученăйсем çырса кăтартнă çак опыт асран тухмасть. Пÿлĕмре ÿсекен чечек туни çине датчик лартнă. Акă, пĕр çын пÿлĕме кĕрет те - чечек çулçине касса илет. Кăшт тăрсан пÿлĕме урăх çын кĕрсе чечек патне çывхарать - сигнал çук, тепри кĕрет - чечек каллех лăпкă. Çулçа касса илнĕ çын тепĕр хут пÿлĕме кĕрсен чечек чĕтреме пуçлать. Çапла вара, йывăç-курăк та этем пекех, начара лайăхран уйăрма пĕлет. Ваттисем каланă тăрăх, ылханма та пултарать.

...Экологсем этемлĕх çутçанталăка 18-мĕш ĕмĕртенех варалама пуçланине çирĕплетеççĕ. Пирĕн вара хамăр пурăнакан вырăна таса тытас тесе тăрăшасчĕ, йывăçсем, вăрмансем лартса ÿстересчĕ, хамăр сывлăхшăн тăрăшасчĕ.

Светлана БАРИНОВА.
Кушкă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика