Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăра манмаççĕ

25 марта 2017 г.

Паттăра манмаççĕ

Елчĕк тăрăхĕ мухтавлă çынсемпе пуян. Çак кунсенче Совет Союзĕн Паттăрне Александр Филиппович Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Тĕрлĕ ÿсĕмри тата виçери атлетсенчен кашниех мала тухма талпăнчĕ. 6 помост çинче арçын ачасемпе каччăсем икĕ енлĕ /кире пуканне сулласа йăтса тата кăкăр çинчен тĕртсе/, хĕр-ачасемпе хĕрсем кире пуканне сулласа йăтса ăмăртрĕç.

2006 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрачасенчен Елчĕкри вăтам шкулти Д.Петрова пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Вăл 6 килограмлă кире пуканне 138 хут сулласа йăтрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Е.Павлова /Кивĕ Эйпеç/ тата А.Фомина /Курнавăш/ йышăнчĕç. Çак ÿсĕмре арçын ачасенчен Е.Мартышкин /Курнавăш/, Д.Карсаков, М.Тарасов /Патреккел/ палăрчĕç.

Ытти ÿсĕмсенчи, виçесенчи атлетсем хушшинче те хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. 2004-2005 çулсенче çуралнă хĕрачасем: 1. М.Хардова /Елчĕк/. 2. М.Смирнова /Кивĕ Эйпеç/. 3. А.Суркова /Елчĕк/. Арçын ачасем: 48 кг. 1. Т.Пушков /Елчĕк/. 2. М.Шишкин /Кĕçĕн Таяпа/. 3. А.Журавлев /Лаш Таяпа/. 58 кг. 1. А.Александров /Кивĕ Эйпеç/. 2. А.Афанасьев /Курнавăш/. 3. С.Карсаков /Патреккел/. 58 кг йывăртарах. 1. А.Мясников /Курнавăш/. 2. В.Тябуков /Елчĕк/.

2002-2003 çулсенче çуралнă хĕрачасем: 1. А.Смирнова /Кивĕ Эйпеç/. 2. М.Антонова. 3. М.Зайцева /Елчĕк/. Арçын ачасем: 58 кг. 1. Д.Самсонов /Лаш Таяпа/. 2. Л.Цветков /Курнавăш/. 3. Д.Скобелев /Кĕçĕн Таяпа/. 58 кг йывăртарах. 1. В.Скворцов /Елчĕк/. 2. А.Ефимов /Курнавăш/. 3. П.Герасимов /Елчĕк/.

1999-2001 çулсенче çуралнă каччăсем: 60 кг. 1. Д.Московский /Патреккел/. 2. П.Петров /Курнавăш/. 3. А.Узюкин /Таяпа Энтри/. 70 кг. 1. А.Макаров /Елчĕк/. 2. В.Иванов /Курнавăш/. 3. А.Тремзин /Кĕçĕн Таяпа/. 70 кг йывăртарах. 1. А.Данилов /Елчĕк/. 2. А.Константинов /Курнавăш/. Хĕрсем: 53 кг. 1. Л. Иванова /Лаш Таяпа/. 2. Т.Курчина. 3. С.Лакачова /Курнавăш/. 63 кг. 1. О.Титова. 2. А.Маркова /Елчĕк/. 3. И.Казанова /Патреккел/.

Абсолютлă чемпион ятне Елчĕкри вăтам шкулти О.Титовăпа А.Данилов тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем парса чысларĕç.

Тĕп шкул командисенчен Патреккелсем - пĕрремĕш, Кивĕ Эйпеçсем - иккĕмĕш, Кĕçĕн Таяпасем - виççĕмĕш, вăтам шкулсенчен Елчĕксем - пĕрремĕш, Курнавăшсем - иккĕмĕш, Лаш Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсем кубоксене, призерсем дипломсене тивĕçрĕç.

Ăмăртăвăн спонсорĕсем - Совет Союзĕн Паттăрĕн А.Беляевăн Елчĕкри тăванĕ А.Беляев тата ачасемпе çамрăксен шкулĕ.

А.КАРЛИН.

Кире пуканĕ йăтас енĕпе Раççей спорт мастерĕн ятне Чăваш Республикинче чи малтан тивĕçнĕ А.Горшков /сылтăмра/ ăмăртăва хутшăннă атлетсен ушкăнĕпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика