Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем 70 çул пĕрле

22 марта 2017 г.

Исемпелĕнчи Пчеловсем 1947 çулта тĕл пулнă та унтанпа 70 çул пĕрле пурнăç çулĕпе утаççĕ.

Çемье пуçлăхĕ Александр Дмитриевич 18 çула çитсен Аттелĕхĕн Аслă вăрçине тухса кайнă. Ленинград хулине хÿтĕлеме хутшăннă. Темĕнле йывăрлăха та тÿсме тивнĕ çамрăкăн - выçлăха чăтса ирттернĕ, йывăр аманса госпитальте сипленнĕ.

Унăн мăшăрĕ Нина Андреевна Патреккел ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 7 класс пĕтернĕ. Тыл ветеранĕ суха тунă, тыррине те акса пухса илнĕ, Сăр юханшывĕ хĕрринче оборона линине тума вăрман каснă, окоп чавнă. Унтан Свердловск хулине самолетсен пайĕсене тума тухса кайнă. Киле 1945 çул вĕçленес умĕн çеç таврăннă.

Телейлĕ мăшăр 5 ача пăхса ÿстернĕ. Халĕ вĕсене мăнукĕсем савăнтараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика