Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи вăйлисем - помост çинче

15 марта 2017 г.

Олимп вăййисен пурте пĕлекен «Хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах» девизне илтсен вулакансем спортăн нумай дисциплинине асăнма пултараççĕ. «Вăйлăрах» сăмах, паллах, йывăр атлетикăпа, алă вăй виçессипе, кире пуканĕ йăтассипе çыхăннă. Вăйлă çынсен тепĕр спорчĕ вăл - пауэрлифтинг /штангăна вăйпа виçĕ енлĕ çĕклесси/. Елчĕк тăрăхĕнче çак спорт ытлашши аталанман, çапах та çулсерен район чемпионачĕ иртет, атлетсем пĕрремĕш разряд, спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене пурнăçлаççĕ.

Иртнĕ эрнере Патреккелĕнчи шкулăн спорт залĕнче Николай Николаева асăнса черетлĕ турнир пулчĕ. Ăмăртăва уçнă самантра спортсменсемпе курма килнĕ спорт тусĕсене йывăр атлетикăн районти федерацийĕн ертÿçи П.Скворцов, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Блинов тата Патреккел шкул директорĕ О.Петрова саламларĕç.

Курма килнисене помост çинчи çивĕч кĕрешÿ, спортсменсене вара медальсемпе хаклă парнесем илĕртрĕç. Атлетсене, хăйсен виçисене кура, ултă ушкăна пайланă. Çăмăлтарах виçесенчи атлетсем хушшинче шкул ачисем анчах ăмăртрĕç. 50 кг категоринче Курнавăшри А.Никонов палăрчĕ. Унăн юлташĕ А.Капралов пăхăр медале çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Патреккелти А.Милехин.

Тăрăм ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлекен П.Петров 59 килограмлă спортсменсем хушшинче çĕнтерчĕ. Вăл виçĕ хусканура пурĕ 300 кг пухма пултарчĕ. Патреккелти М.Марковпа Д.Московский та призерсен йышĕнче.

Тепĕр виçере /66 кг/ А.Смирновран вăйлăраххи пулмарĕ. Курнавăш шкулĕнче вĕренекен каччăн кăтартăвĕ - 340 кг. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш парнесене çивĕч ăмăртура Таяпа Энтринчи В.Воробьевпа Патреккелти Д.Петров çĕнсе илчĕç.

Курнавăш ял тăрăхĕнчи спортсменсенчен А.Ижедеров паха кăтартупа /435 кг/ 74 кг категоринче чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Пĕлтĕр Елчĕкри вăтам шкул пĕтернĕ А.Демьяновпа /Елчĕк/ С.Николаев /Патреккел/ та мухтава тивĕçлĕ.

83 килограмлă атлетсем хушшинче Патреккелте пурăнакан И.Горшков, темле тăрăшрĕ пулин те, Шупашкартан килнĕ спорт мастерĕн кандидатне К. Иванова парăнтараймарĕ, иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Константин, çак ялтах çуралса ÿснĕскер, çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Çĕнĕ Пăвари Н.Конюков - виççĕмĕш вырăнта.

Чи йывăр виçере вара юлашки самантченех чи вăйлисене палăртма май килмерĕ. Пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Д.Демьянов /Тăрăм ял тăрăхĕ/ хăпарма тивĕçрĕ. Унтан аяларах Патреккелĕнчи В.Ивановпа В.Левый вырнаçрĕç.

Куçса çÿрекен кубока Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнсе илчĕ. Курнавăш ял тăрăхĕн спортсменĕсем - иккĕмĕш, Тăрăмсем - виççĕмĕш вырăнсенче.

Ăмăртăва йĕркеленĕ комитет медальсемпе парнесене туянма пулăшнă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине, пĕртăван Владимирпа Константин Ивановсене, Леонид Львовпа Юрий Николаева тав тăвать.

В.ДЕМЬЯНОВ,
ăмăртăвăн тĕп секретарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика