Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейболистсем ăмăртаççĕ

15 марта 2017 г.

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта тата Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче волейболистсен турнирĕсем иртнĕ.

Аслă Елчĕкри турнира - ял тăрăхĕн администрацийĕн, Ленин ячĕллĕ ЯХПКн, Аслă Елчĕкри шкулăн аслă классенче вĕренекенсемпе кунта ĕçлекенсен хĕрарăмсен 4 команди хутшăннă.

Хĕрÿ иртнĕ тупăшура ял тăрăхĕн администрацийĕн команди çĕнтернĕ. Вăтам шкулта ĕçлекенсем - иккĕмĕш вырăна тухнă. Ленин ячĕллĕ ЯХПК командинче дояркăсем ытларах пулнă.

Турнира хутшăнакансене грамотăсемпе, С.Горшков уйрăм предприниматель  призсемпе чысланă.

Аслă Пăла Тимешри турнирта 3 команда тупăшнă. Спиридоновсен команди - пĕрремĕш, Портновсем - иккĕмĕш, шкул ачисем виççĕмĕш вырăнсене тухнă. 63 çулхи Анатолий Козлов Портновсем çирĕплетнĕ «Турнирăн чи лайăх выляканĕ» приза тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика