Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун çимĕçĕ

07 марта 2017 г.

ЦСКА обществипе çыхăннă хам пулса курнă самантсем хăйне евĕрлĕ рейтингне тусан, малти 3 вырăна çаксем тухса тăраççĕ.

2005 çул. Пирĕн команда футбол енĕпе Европăри чи пĕлтерĕшлĕ призĕсенчен пĕрне - УЕФА кубокне выляса илчĕ. Тепĕр 3 уйăхран ЦСКА «Динамо» стадионта Мускаври «Спартак» командăпа вылярĕ /«Дерби всея Руси!»/. Стадионра аншлаг пулчĕ. Икĕ коллектив та питĕ лайăх вылярĕç. Çапах та ăнăçу ЦСКА енче пулчĕ. Вăл 1:0 шутпа выляса илчĕ.

2014 çул вĕçĕнче тĕнчипе паллă хоккей тренерĕ, ЦСКА тата СССР пĕрлештернĕ командăсемпе вуншар хут çĕршыв, Европа, тĕнче чемпионĕ пулнă, 3 хут Олимпиадăсенче çĕнтернĕ Виктор Васильевич Тихонов пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Совет Çарĕн полковникĕпе, ЦСКАпа 13 хут Европăри чемпионсен кубокне çĕнсе илнĕ хисеплĕ çынпа сывпуллашма Ленинград проспектĕнчи Пăр кĕрменне 10 пин çын килнĕччĕ. Паллă çынсем, спортсменсем, правительство членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, хоккей тусĕсем... Пĕтĕм церемони вăхăтĕнче çар караулĕ пулчĕ. Вилсен тепĕр кунхине юратнă «Советский спорт» хаçатра 1-мĕш страницăра тренерăн çамрăк чухнехи хура-шурă сăнÿкерчĕкĕ тухнăччĕ. Çÿлерех: «Прощай, легенда...» - тесе çырнăччĕ. Манăн хамăн çакăн пек йĕркесем çуралнăччĕ: «Когда он со своей «Красной машиной» - ЦСКА и сборной СССР/ выходил на лед против канадцев, у них на груди съеживались кленовые листья. А в душах наших болельщиков распускались цветы. Принесите их на могилу Виктору Васильевичу Тихонову».

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Раштав уявĕн кунĕ эпĕ Хĕрлĕ лапамри «ГУМ-катока» кайнăччĕ. Конькипе ярăнса курас терĕм Раççейĕн чĕринче. Кремль, Мавзолей, Василий Блаженный соборĕ, Мининпа Пожарский палăкĕ, патшалăх историйĕн музейĕ - çĕршыв историйĕн мухтавĕ... Çав кун каток çинче Сочи Олимпиадин чемпионки, ЦСКА шкулĕнчен тухнă Аделина Сотникова фигуристка хăйĕн программине кăтартрĕ /мастер-класс/. «Калинка», «Катюша», «Подмосковные вечера» юрăсемпе 20 минута тăсăлчĕ тĕлĕнмелле юмах. Тавтапуç, Аделина!

Алексей ВОЛКОВ,
спорт тусĕ, историк.
Тÿскел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика