Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăк тăван анне пекех

04 марта 2017 г.

Йăлтăрти хĕвел, уяр тÿпе, кăчăртатакан юр, пилеш йывăçĕ çинче ларакан уйăпсем, пите чĕпĕтекен сивĕ - çакă мар-и вара çутçанталăк?

Эпир çутçанталăк илемĕпе киленсе пурăнатпăр. Вăл тăван анне пекех пире хăйĕн ытамне çупăрлать. Çутçанталăк пире пурнăçра мĕн кирлине пурне те панă: таса сывлăшне, çутă хĕвелне, сиплĕ шывне... Вĕсемсĕр пурăнма та май çук, çавăнпа пирĕн яланах çутçанталăка упрамалла. Анчах çакна пурте ăнланаççĕ-и? Час-часах ун çинчен манса та каяççĕ, кайран мĕн пуласса шутламасăр тавралăха варалаççĕ, вĕçен кайăксемпе  чĕрчунсене вĕлереççĕ, йывăçсене касаççĕ.

Экологи çулталăкĕнче тĕрлĕрен мероприятисем, конкурссем иртеççĕ. Эпир, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, «Манăн заповедник» проекта хутшăнатпăр. Çак конкурсра пирĕн шкул Сăрайçи усравлăхпа /Приссурский заповедник/ паллаштарать. Çавна май шкулта кăсăклă мероприятисем иртеççĕ. Эпир унта çĕннине нумай пĕлетпĕр, вĕренекенсем те хавасланса хутшăнаççĕ, вĕсемшĕн кунта пурте кăсăклă.

Чăваш Республикинче çутçанталăк усравĕсем чылай: «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ, Сăрайçи усравлăхĕ, сăвăр заказникĕ тата ытти те. Сăрайçи усравлăхĕ 1995 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Унăн лаптăкĕ 9147,8 гектарпа танлашать. Вăл виçĕ пайран тăрать: Патăрьел, Улатăр тата Елчĕк районĕсенче. Елчĕк районĕнчи пайĕ Энтепе ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Унта сайра тĕл пулакан, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ ÿсен-тăрансемпе хурт-кăпшанкăсем тĕл пулаççĕ. Вĕсене çулран-çул тĕпчесех тăраççĕ, сыхласа хăварас тесе тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне, пирĕн районта сыхлавлă çĕрсемпе пĕрле çутçанталăк палăкĕсем те пур: Аслă Елчĕкри Тĕпсĕр кÿлĕ, Тăрнашур кÿлли, Çуткÿл кÿлли, Аслă Таяпари, Çирĕклĕ Шăхальти, Патреккелти, Аслă Елчĕкри çăлкуçсем тата Шăмалакри ландшафт. Пирĕн вĕсене упрамалла. Малашлăх - çамрăксенче. Çутçанталăк кунран-кун ешерсе пырасси пиртен те нумай килет-çке. Çавăнпа та манăн пĕтĕм туссене çутçанталăка упрама чĕнес килет.

Юлия АДЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика