Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн арçынсен вăййисем

01 марта 2017 г.

Чăн-чăн арçынсен вăййисем

Февраль уйăхĕнче пĕр çул сиктерсе арçынсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштараççĕ. Кăçал та тăваттăмĕш хут вĕсем физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен «Улăп» комплексра иртнĕ спорт фестивальне пухăнчĕç. Унта 9 ял тăрăхĕн, район администрацийĕн, полицин районти пайĕн, «Яльчикское» ДПМКн, газ участокĕн командисем вăй виçрĕç.

Сивĕ хĕл иртсе пынă май, юрĕ те ирĕлет, йĕлтĕр йĕрĕ те çухалать. Çапах спорт уявĕнче çакă йĕлтĕрçĕсене кансĕрлеймерĕ. Эстафетăра Лаш Таяпасем мала тухрĕç. Аслă Таяпасемпе Кĕçĕн Таяпасем те призерсен йышне кĕчĕç.

Алă вăйĕ виçессипе ирттерекен ăмăртусем районта вăй илсе пыраççĕ. 70 килограма çитичченхи виçере - 10, 70 килограмран йывăртарах виçере 13 участник ăмăртрĕ. Кашниех хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Кĕçĕн Таяпари Алексей Дубинов 70 килограма çитичченхи виçере çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Тăрăмри Алексей Егоровпа Курнавăшри Алексей Григорьев призерсен йышне кĕчĕç. Йывăртарах виçере Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн командинчи Павел Яшинпа Сергей Солин, Лаш Таяпари Алексей Максимов хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ку ăмăртура Çирĕклĕ Шăхальсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кĕçĕн Таяпасемпе Тăрăмсем.

Çав вăхăтрах кире пуканĕ йăтакансем те помост çине тухрĕç. 24 килограмлă снаряда парăнтарма 75 килограма çитичченхи тата йывăртарах атлетсем тухрĕç. Çăмăл виçеллĕ атлетсенчен Елчĕк ял тăрăхĕнчи Николай Николаева çитекенни пулмарĕ - вăл кире пуканне 104 хут сулласа йăтрĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Алексей Трофимовпа Кĕçĕн Таяпари Виктор Смирнов та призерсен йышне кĕчĕç.

75 килограмлă виçере Елчĕкри Андрей Кузнецов  палăрчĕ - вăл 24 килограмлă кире пуканне 128 хут йăтма пултарчĕ. Полицин районти пайĕнчи Николай Васильевпа Кĕçĕн Таяпари Александр Серебряков та малтисен йышĕнче. Командăсенчен Елчĕк ял тăрăхĕ - пĕрремĕш, Çирĕклĕ Шăхальсем - иккĕмĕш, Кĕçĕн Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Сĕтелçи теннисĕпе ăмăртусем Елчĕкри Ырсамай микрорайонĕнче вырнаçнă Спорт çуртĕнче иртрĕç. Хĕрÿ тупăшура Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн команди /уншăн Игорь Павлов вылярĕ/ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. «Яльчикское» ДПМК команди /Виталий Соловьев/ - иккĕмĕш, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ /Павел Портнов/ - виççĕмĕш вырăнсенче.

Куракансене шывра ишекенсен эстафети те килĕшрĕ. 40 çула çитичченхи, 50 çула çитичченхи, 50 çултан аслăрах ÿсĕмсенчи ишевçĕсем чăннипех пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Елчĕк ял тăрăхĕнчи Алексей Леонтьев, Владимир Мальцев, Юрий Петров финиша чи малтан çитрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Елчĕксемпе Тăрăмсем.

Спорт фестивальне хутшăнакансем дартса та кăмăллаççĕ. Район администрацийĕн команди çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Таяпа ял тăрăхĕн, газ участокĕн командисем йышăнчĕç.

Турник çинче туртăнассипе кашни командăран 2 çын хутшăнчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни ÿсĕм патне илсе пырать. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн командишĕн ăмăртнă Сергей Горшков, çулĕпе аслăрах пулин те, хăш-пĕр çамрăксене хыçа хăварчĕ - вăл 23 хут туртăнма пултарчĕ. Унăн командăри юлташĕ Алексей Хушкин та ăнăçлă ăмăртни Аслă Елчĕк командине пĕрремĕш вырăн йышăнма май пачĕ. Елчĕксемпе Курнавăшсем те малтисен йышне кĕчĕç.

Спорт фестивалĕн илемĕ - волейболла выляни. Малтанхи вăйăсенче çĕнтернĕ 3 команда хутшăнчĕ уява. Зонăсенче мала тухнă командăсем хушшинче мĕн юлашки минутченех хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Юлашки вăйăра пĕрремĕш вырăншăн Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсем площадкăна тухрĕç. Ăнăçу Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди енче пулчĕ. Курнавăшсем - иккĕмĕш,  Елчĕксем - виççĕмĕш вырăнсенче.

Спорт уявĕнче канат туртасси те тĕп вырăнта пулчĕ. 6 çынран тăракан кашни команда пĕр-пĕрне парăнма шутламарĕ. Çапах та Çирĕклĕ Шăхальсен туслă команди çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Тăрăмсем - иккĕмĕш, Курнавăшсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Фестивалĕн программине кĕнĕ спорт тĕсĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕкпе Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен командисем тухрĕç.

Спортăн тĕрлĕ енĕпе мала тухнисене дипломсемпе, призсемпе чысларĕç. Призсене туянма спонсорсем: «Победа» ООО директорĕ Н.Головин, «ЭлектроНикс» салон /Г.Никифорова/, «Ксения» суту-илÿ çурчĕ /А.Светлов/, районти Ашшĕсен канашĕ /Ю.Смирнов, А.Нягин, А.Теллин, А.Воробьев/ пулăшнă. Спорт уявне йĕркелекенсем вĕсене тав тăваççĕ.

А.КАРЛИН.

Сăнÿкерчĕкре: Çĕнтерÿçĕ - Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика