Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм тĕнчери турнир - Елчĕкре!

22 февраля 2017 г.

Пĕтĕм тĕнчери турнир - Елчĕкре!

Кăçал пирĕн район хăйĕн сумлă юбилейне - йĕркеленнĕренпе 90 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленет. Çак паллă куна халалласа районта тĕрлĕ мероприяти иртет. Иртнĕ шăматкун «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса «Олег Захаров кубокĕ» профессиллĕ панкратионăн пĕтĕм тĕнчери турнирне çĕршывĕпе паллă спортсменсем пуçтарăнчĕç.

Пирĕн районта çакнашкал мероприяти пĕрремĕш хут иртрĕ. «Панкратион»  грек чĕлхинчен куçарсан пĕтĕм енлĕ кĕрешÿ тенине пĕлтерет. Спортăн çак тĕсне Олимп вăййисене пирĕн эрăчченхи 648 çулта кĕртнĕ. Легендăсемпе килĕшÿллĕн, ăна никĕслекенĕсем ĕлĕкхи Грецири Тесейпа Геракл шутланаççĕ. Олимпиадор çирĕплетнĕ тăрăх, панкратион енĕпе Аристотелĕн вĕрентекенĕ, Сократăн вĕренекенĕ Платон çыравçă та чемпион пулнă.

Панкратиона ĕлĕкхи Олимпиадăн 4-мĕш кунĕнче ирттернĕ. Ăмăртусем ятарлă площадкăра иртнĕ. Вĕтĕ хăйăр сапнă çĕрте чи вăйлă, çаврăнăçуллă, мухтавлă атлетсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Олимпиадăн чи илемлĕ ăмăртăвĕ тĕрлĕ енсене - Египет кĕрешĕвне, Вавилонпа Грецин алă çапăçăвне, Крит утравĕн боксне пĕрлештерет. Çĕнтерÿçĕсем Грецин паттăрĕсем шутланнă - вĕсене лавр йывăçĕн турачĕсенчен хатĕрленĕ кăшăлпа чысланă.

Панкратион çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илсе пырать. Пирĕн ентеш, Исемпел ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Мускавра пурăнакан Олег Захаров та спортăн çак тĕсне малалла аталантарас енĕпе тимлет.

Олег Анатольевич Захаров Аслă Пăла Тимешри вăтам шкула, Мускаври патшалăх социаллă университета пĕтернĕ. Самбо енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, алăпа çапăçассипе, джиу-джитсу енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Тĕнче, Еврази, Ази чемпионĕ тата тĕрлĕ шайри чемпионатсенче, спорт ăмăртăвĕсенче палăрнă. Мускаври чăваш ентешлĕхĕнче спорта аталантарассипе ĕçлет. Хальхи вăхăтра Мускавра спорт клубне ертсе пырать.

Елчĕкре ирттернĕ турнира Раççейри, Азербайджанри, Киргизстанри атлетсемсĕр пуçне чăваш каччисем те хутшăнчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕн ертÿçи О.Мустаев, Чăваш халăх поэчĕ В.Туркай, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ О.Захаров саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Профессиллĕ панкратионăн пĕтĕм тĕнчери турнирĕнче 77 килограмлă атлетсем тупăшрĕç. Кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Кану тапхăрĕсенче культура ĕçченĕсемпе çапăçу искусствин шкулĕн воспитанникĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.

Мускав облаçĕнчи Мытищи хулинчи «Golden Team» клубĕнче ăсталăха туптакан Ш.Рамазанов - пĕрремĕш, Киргизстанри «Ак-барс» клубăн воспитанникĕ А.Жаныбеков - иккĕмĕш, Чечен Республикинчи «Ахмат» клубри И.Дадаев виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Пурĕ 16 атлет хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ.

Çапах та чи кăсăкли Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ, самбо енĕпе кĕрешекен ветеран Г.Дмитриев хутшăннипе иртнĕ тупăшу пулчĕ. Унпа кĕрешĕве Киргизстанри «Мухаммед Али» клубăн представителĕ К.Касимов тухрĕ. 5-шер минутлă икĕ раунд çĕнтерÿçĕне палăртаймарĕ. 44 çулхи ветеран çак турнирта хăй спортпа сывпуллашнине пĕлтерчĕ.

Турнирăн çĕнтерÿçипе призерсене кубоксемпе, медальсемпе, укçан преми парса чысларĕç.

А.КАРЛИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика