Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти спортсменсен вăййисем

22 февраля 2017 г.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи республикăри хĕллехи VIII ял вăййисем пулнă.

«Хастар» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра ялта пурăнакан спортсменсене хисеплĕн кĕтсе илнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Н.Малов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков, культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, архив ĕçĕн министрĕн çумĕ В.Оринов, Хĕрлĕ Чутай район пуçлăхĕ А.Степанов, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Башкиров хĕллехи ял вăййисене хутшăнакансене пурнăçра ăнăçу суннă.

Пирĕн районта пурăнакансем дояркăсен, механизаторсен, кире пуканĕ йăтакансен, шашкăлла, шахматла вылякансен, йĕлтĕрпе чупакансен, полиатлон ăмăртăвĕсене хутшăннă. Уйрăмах кире пуканĕ йăтакансем палăрнă. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн О.Федоровăн воспитанникĕсем Н.Петровпа А.Кузнецов - пĕрремĕш, В.Николаева иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ялти спорт уявĕнче ансамбльсемпе ташă коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика