Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе чупни савăнăç кÿрет

15 февраля 2017 г.

Йĕлтĕрпе чупни савăнăç кÿрет

Раççейре массăллă чупу çулталăкра икĕ хут иртет: сентябрь уйăхĕнче çуран чупма, февраль уйăхĕнче йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем старта тухаççĕ. Кашни çулах спорт уявне хутшăнакансен йышĕ пысăкланать. Акă, кăçал «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва çĕршыври 74 регион хутшăнма кăмăл тунă.

Иртнĕ шăматкун Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн стадионне халăх йышлăн пухăнчĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый, хисеплĕ хăна - Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Е.Сапаркина хутшăнчĕç, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансене лайăх кăмăл, ăнăçу, сывлăх сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтан VIP-чупăва хутшăнакансем - район, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем старта тухрĕç. Кунта чи пултаруллисем В.Архипов, А.Миллин, В.Изратов, Л.Викторова, М.Павлова, И.Аникина пулчĕç. Эстафетăна малалла Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, 45 çула çитмен тата 46 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсем - активлă канăва кăмăллакан 300 ытла çын тăсрĕç.

45 çула çитмен хĕрарăмсенчен А.Васильева, И.Архипова, Т.Шакова, арçынсенчен А.Васильев, С.Горшков, А.Тихонов палăрчĕç. Сăмах май, Алексей Васильев «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче тăрăшаканскер, хăйĕн ÿсĕмĕнче малти вырăна йышăннăскер, шкулти аслă классенче вĕренекен арçын ачасемпе те тупăшăва тухрĕ, иккĕмĕш вырăна йышăнма пултарчĕ. Унăн амăшĕн, Зинаида Васильеван пултарулăхĕнчен те тĕлĕнмелле. 46 çултан аслăрах хĕрарăмсенчен вăл дистанцие чи малтан вĕçлерĕ. Зинаида Васильева республикăри йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене те хутшăнать. Акă, нумаях пулмасть Комсомольски районĕнче пĕртăван Тимергалеевсене асăнса ирттернĕ турнирта виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çак ÿсĕмри хĕрарăмсенчен В.Немцевăпа Р.Парферьева призерсен йышне кĕчĕç. Арçынсенчен И.Кучков, М.Куприянов, В.Петров хастаррисен йышĕнче.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнисенчен, паллах, шкулта вĕренекенсем йышлă. Пуçламăш классенче вĕренекен Н.Пекпатров, Д.Крысов, Д.Иванов, А.Архипова, В.Мисякова, К.Хушкина палăрчĕç, дистанцине чи малтан вĕçлекенсем пулчĕç.

5-8 классенче пĕлÿ пухакан В.Райков, А.Чернов, А.Абрамов, А.Петрова, Ю.Краснова, А.Галкина та чыса тивĕç.

9-11 классенче вĕренекенсем те хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç. Роман Романов, Г.Агеев, Родион Романов, Е.Агеева, А.Краснова, И.Петрова - çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче. Мала тухнисене пурне те грамотăсемпе, асăнмалăх призсемпе чысларĕç.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине пуçласа тăракан çамрăксем те, ваттисем те старта тухса куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Чи çамрăккисем - 5 çулхи Илья Можаевпа Давид Портнов, чи аслисем - 78 çулхи Федор Крысовпа Валерий Петров дистанцине ăнăçлă вĕçлерĕç. Чупура палăрнă çемье - Шăмалакри Алинăпа Алексей Николаевсем тата вĕсен хĕрĕ - 5 çулхи Элина. Вĕсем те призсене тивĕçрĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2017» массăллă чупу районти ял тăрăхĕсенче те иртнĕ.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче кăçал массăллă чупăва Хăвăлçырма ялĕ çывăхĕнче йĕркеленĕ. Чи малтанах старта чи çамрăккисем, унтан ыттисем тухнă.

Чупура чи çамрăкки - Хăвăлçырмари В.Алексеев, чи туслă çемье Хăвăлçырмари Г.Ловкин çемйи, чи опытлă участник Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Д.Волков тесе палăртнă.

Чупăва хутшăнакансене тутлă чейпе сăйланă.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулăн стадионĕнче йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансем йышлă пулнă. Чи кĕçĕннинчен пуçласа чи ватти таранах. Чи çамрăкки А.Козлова, чи ватти - П.Трофимов, чи туслă çемье - Кĕçĕн Таяпари Алексей Козловăн çемйи. Çĕнтерÿçĕсем грамотăсене, ыттисем свидетельствăсене тивĕçнĕ.

А.КАРЛИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика