Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем - Раççейри финалта!

15 февраля 2017 г.

Елчĕксем - Раççейри финалта!

Шупашкарти «Чебоксары-Арена» Пăр керменĕнче «Ылтăн шайба» клубăн призĕсемшĕн вăтам ушкăнти çамрăк хоккеистсен республикăри финалĕ иртнĕ.

Финалти вăйăсене Канаш, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк районĕсен тата Шупашкарти «Спартак» командăсем хутшăннă. Вăйăсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн пирĕн районти çамрăк хоккеистсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Шупашкарти «Спартак» тата Комсомольски районĕн командисем.

Командăсене чыслама Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков тата вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Кудряшов хутшăннă.

Çĕнтерÿçĕпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе чысланă. Елчĕк районĕн команди тĕп приза - çĕнтерÿçĕ кубокне тата 100 пин тенкĕлĕх сертификата, Шупашкарти «Спартак» команда 50 пин тенкĕлĕх сертификата илнĕ. Мала тухнă 3 командăна та клюшкăсем туянма сертификатсем панă. «Чи лайăх бомбардир» кубокпа диплома Шупашкарти «Спартак» командăра вылякан Ю.Копташкин тивĕçнĕ.

Ачасемпе çамрăксен хоккей вăййине аталантарас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнă тренерсене - А.Адюкова /Елчĕк районĕ/ тата В.Воронина /Шупашкар/ 10 пин тенкĕлĕх сертификатсем панă.

Çĕнтерÿçĕсем - пирĕн районти çамрăк хоккеистсем кăçалхи апрелĕн 2-10-мĕшĕсенче Сочи хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри финала хутшăнаççĕ.

Хоккеистсем пĕтĕм болельщиксене, спонсорсене - Патреккелĕнчи А.Гаврилова, Аслă Елчĕкри А.Чернова, С.Чернова, «Мирок» лавкка директорне С.Евстафьева, Елчĕк çамрăкĕсен фондне тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика