Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухрĕç дистанцине сунарçăсем

15 февраля 2017 г.

Лаш Таяпара акар йыттисен питомникĕнче сунар биатлонĕпе ăмăрту иртнĕ. Ăна «Елчĕк» сунар хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

Сунарçă йĕлтĕрпе хăвăрт чупма та, çав вăхăтрах тĕл пеме те тивĕç. Çакна шута илсе йĕркеленĕ те ăмăртăва.

Сунар биатлонĕ енĕпе йĕркеленĕ ăмăртăва 6 команда хутшăннă. Унта хутшăнакансене малтан акар йыттисен питомникĕн директорĕ Л.Князев, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Павлов тата ыттисем саламланă. Лаш Таяпари Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Силуан иеромонах Çветтуй Трифон часавайĕ умĕнче кĕлĕ ирттернĕ.

Ăмăрту хĕрÿ иртнĕ. Малти вырăнсене «Таяпа», «Люля» /Патăрьел районĕ/, «Туслăх-1» командăсем, уйрăм çынсенчен Д.Петроградский, С.Баскаков, В.Дмитриев йышăннă.

Çавăн пекех снегоходсем хушшинче те ăмăрту иртнĕ.

В.Филимонов - чи аслă, Д.Петроградский - чи çамрăк, В.Медведев - чи активлă сунарçă-биатлонист, Ю.Тетмуков чи активлă биатлонист-механик ятсене тивĕçнĕ. Тата ытти енĕпе те пултаруллисене палăртнă.

Кашни командăна асăнмалăх значоксемпе, медальсемпе, грамотăсемпе, призсемпе чысланă. Ăмăртура сиплĕ чейпе, шÿрпепе, шашлăкпа хăналанă. Ю.Кашкăр тата культура ĕçченĕсем савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика