Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста спортсмен, вăлах - пултаруллă тренер, ăсчах

11 февраля 2017 г.

Ăста спортсмен, вăлах - пултаруллă тренер, ăсчах

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем иртнĕ ĕмĕр варринчен пуçласа Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ паллă спортсменсем çинчен нумай çырнă, пĕлтернĕ. Шел пулин те, Европа чемпионĕсене, пĕтĕм тĕнчери ăмăртусен çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ тренерсем çинчен - çителĕксĕр.

Кăçалччен пирĕн Елчĕк районĕнчен тухнă виçĕ çын - Раççей Федерацийĕн, çичĕ çын Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Çĕршывĕпе палăрнă икĕ тренер тахçантанпах пирĕн республика тулашĕнче пурăнаççĕ: 1948 çулта Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă Анатолий Данилов - 1971 çултанпа Коми Республикинче, Яманчÿрел ялĕнчи Валерий Рахмуллин вара - ачаранпах Пермь крайĕнчи Березники хулинче. Валерий Владимирович /1958 çул вĕçĕнче çуралнă/, вунтăхăр çулта чухнех самбо енĕпе СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, чĕрĕк ĕмĕр каярах вара вăл Пермь облаçĕн тава тивĕçлĕ, тепĕр çултан дзюдо енĕпе РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн хисеплĕ ячĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Унăн икĕ сыпăкри тăванĕ Владимир Сергеевич Рахмуллин вунпиллĕкмĕш çул «Яманчурино» хуçалăха ăнăçлă ертсе пырать. Тепĕр çывăх тăванĕ - Надежда Георгиевна Смирнова-Рахмуллина вăтăр çул ытла «Коммунизм ялавĕ» /1991 çултанпа «Хыпар»/ хаçат редакцийĕн культура пайне ертсе пырать, виçĕм çул вăл РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăчĕ, çавăн пекех - чăваш халăх хаçачĕн редколлеги членĕ.

Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1974 çулта Лаш Таяпа вăтам шкулне пĕтернĕ Николай Анисимова, паллах, Чăваш Енте кăна мар, республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл нихăçан та ытти регионсенче пурăнман. Çак кунсенче СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Н.И.Анисимов хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пысăк пулăмпа ăна республикăри физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн канашĕ ячĕпе Борис Атаманов, Владимир Меметов, Петр Сидоров, Лаш Таяпари вăтам шкулта пĕр вăхăтра вĕреннĕ юлташĕсем Зинон Сорокин, Александр Сугутский, Владимир Мустаев, Николай Николаев, пархатарлă вĕренекенĕсем, тĕнчипе паллă спортсменсемпе тренерсем ăшшăн саламларĕç.

Лайăх астăватăп: Лаш Таяпари вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнче вĕренме пуçланă пĕвĕпе пысăках мар, çивĕч куçлă, илемлĕ яш тепĕр вунă çултан çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче çĕнтерме пултарассине, пирĕн ял тăрăхĕнчи чупма юратакансенчен чи малтан СССР спорчĕн мастерĕ пулса тăрассине, паллах, никам та чухлама пултарайман.

- Ялта пĕчĕкрех арçын ачасене тÿрех асăрхамаççĕ. 45 çул каялла районти тата республикăри ăмăртусенче пĕвĕпе 170 сантиметртан çÿллĕрех Николай Николаевпа Александр Сугутский хÿтĕлерĕç. Вĕсем иккĕшĕ те кĕске дистанцисене чупассипе, тăршшĕне сикессипе тата ГТО комплексĕн нумай енĕпе ăмăртса «Урожай» ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Николай Анисимов вара лайăх сикме те пĕлмен, чупассипе те палăрман. 1973 çултаччĕ пулас, вăл тăван шкул чысне ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Аслă Елчĕкри клубра ирттернĕ район чемпионатĕнче хÿтĕлерĕ. Кунта вăл чи çăмăл виçере хăйĕнчен пĕр çул аслă Саша Кассирова финалти тупăшура выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Çавăн хыççăн Коля Анисимов спортăн тĕрлĕ енĕпе кăсăкланма пуçларĕ, - аса илет çав çулсенче пирĕн шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ А.Н.Кондратьев.

10-мĕш класра вĕренме пуçласан Николай Вăрăмхăваран çичĕ çухрăм хĕвеланăçнерех вырнаçнă Лаш Таяпана çуран чупса е велосипедпа, хĕлле вара йĕлтĕрпе çÿренĕ. Çапла майпа хăюллă, тĕрлĕ енлĕ аталанса, нимĕнле йывăрлăхран хăрамасăр çитĕннĕ нумай ачаллă çемьере чи кĕçĕнни Николай.

Вăтам шкул пĕтерсен, Совет Çарĕнчен таврăнсан республикăри паллă тренер Петр Самсонов сĕннипе тата пулăшнипе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институчĕн физвоспитани факультетне вĕренме кĕрет. Кунта вăл вăтам тата инçе дистанцисене чупассипе ытларах пысăк çитĕнÿсем тунă. Спортри ăсталăхне ÿстерме ăна РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕсем Аркадий Улангинпа Василий Семенов тата Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн 1970 çулхи чемпионĕ Николай Пуклаков олимпиец пулăшнă.

Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Н.Анисимов çирĕм çул ытларах Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре тата Шупашкарти А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхне ÿстерекен шкулта тренер-преподавательте ĕçлерĕ. Çак вăхăтра Николай Иванович вун-вун спорт мастерĕ, çĕршыв тата Европа чемпионĕ хатĕрленĕ. Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ольга Егорова 5000 метра чупассипе 2000 çулта Европа чемпионки ятне çĕнсе илчĕ, Австралире иртнĕ Олимп вăййисенче 1500 метрлă дистанцире 11-мĕш результат кăтартрĕ, тепĕр çулхине вара Н.Анисимовăн вĕренекенĕ Канадăра тĕнче чемпионки ятне çĕнсе илчĕ, çĕршыв рекордне çĕнетрĕ.

2008 çултанпа пирĕн мухтавлă ентеш - Чăваш педагогика университечĕн доценчĕ. Николай Иванович çавăн пекех саккăрмĕш çул республикăри студентсен спорт союзне ертсе пырать.

Петĕр ЛАШТАЙ.

Сăнÿкерчĕкре: 1980 çулсенчи ÿкерчĕкре Н.Анисимов /сулахайра/ хăйĕн çамрăк чухнехи юлташĕпе А.Сугутскипе пĕрле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика