Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿсем хавхалантараççĕ

11 февраля 2017 г.

«Ачасемпе çамрăксен А.В. Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă автономи учрежденийĕ «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен тата Ырсамайĕнчи Спорт çуртне пĕрлештерсе тăрать. Вĕсене ачасемпе çамрăксем кăна мар, çитĕннисемпе ватă çынсем те çÿреççĕ.

Спорт  кашни çын пурнăçне пысăк витĕм кÿрет. Вăл çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кÿрет.

Кире пуканĕ йăтма, мини-футболла, баскетболла, волейболла выляма, ирĕклĕ майпа кĕрешме, шывра ишме  вĕрентекен, çак енĕпе пысăк утăмсем тума пулăшакан секцисене О.Федоров, Ю.Петров, Н.Волков, С.Александров квалификациллĕ тренерсем, А.Купташкинпа А.Васильев инструкторсем ертсе пыраççĕ. Вĕсем хăйсен ăсталăхне, пĕлĕвне çулсерен тĕрлĕ курссенче ÿстерсех пыраççĕ, спортра харпăр хăй тĕслĕхĕпе палăраççĕ. Ачасем, ишессисĕр пуçне, ытти секцисене тÿлевсĕр çÿреççĕ. Кире пуканĕ йăтассипе А.Данилов, Н.Петров, ишессипе С.Петров, А.Иванов, Л.Чернова, Д.Кириллова, П.Григорьев, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе А.Антонов пысăк утăмсем тăваççĕ. Елчĕксемпе Патреккелсем мини-футболла ăста вылянипе районта палăраççĕ пулсан, Çĕнĕ Пăвари  арçынсен волейбол, Елчĕкри хĕрсен баскетбол командисем вара республика шайĕнче те пысăк ăсталăх кăтартаççĕ. Кивĕ Эйпеçри физкультура учителĕн В.Марковăн воспитанникĕсем штанга йăтассипе район тулашĕнчи ăмăртусенче призлă вырăнсемпе савăнтараççĕ.

«Ачасене хăйсене килĕшекен ĕçпе кăсăклантармалла, спорта, пултарулăха, обществăшăн усăллă ĕçе явăçтармалла. Чăваш Енре хушма пĕлÿ паракан тытăмра вĕренекен ачасен шучĕ çирĕппĕн ÿсни палăрать. Раççей Вĕренÿ министерстви хаклавĕ тăрăх, республикăн ку тĕлĕшпе пухнă опычĕ чăннипех те сайра йышшискер. Хушма пĕлÿ паракан тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тытăмсенче хушма пĕлÿ илекен ачасен шучĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн чи лайăх вунă субъекчĕ йышĕнче».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

А.Портнов тренер штанга йăтакан, сĕтел çи теннисла вылякан секцисенче вăй-халне çирĕплетекен çамрăксен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă. Пирĕн патăмăра 500 ытла вĕренекен  çÿрет. «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс шкулпа юнашар вырнаçнăран кунта физкультура урокĕсем тивĕçлĕ шайра иртеççĕ. Вĕренекенсене ГТО нормисене  пама мĕнпур услови çителĕклĕ.

Районта хоккей вăййи те начар мар аталаннă. Ялсенче 10 хоккей площадки ăсталанă. Вĕсем хĕл кунĕсенче хаваслă ача-пăча сассипе тулни кăмăла çĕклет. Апла пулсан вĕренекенсем компьютер сĕнекен тĕлсĕр вăйăсенчен хăпса уçă сывлăша тухаççĕ. Çакă – чи пахи.

Шкул ачисенчен йĕркеленĕ вăтам ушкăнри хоккей команди  çулран-çул пысăк ÿсĕмсем тăвать. Кăçалхи çĕнтерÿсем те савăнтараççĕ. Çамрăк хоккеистсен çитĕнĕвĕнче А.Адюков, Ю.Петров, В.Иванов учительсен тÿпи пысăк.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ÿсĕмĕсем пĕчĕк мар. Эпир юлашки тăватă çул 500 яхăн ача çÿрекен спорт шкулĕсем хушшинчи спартакиадăра яланах призерсен йышĕнче. Çапах та лăпланса лармастпăр, хамăр воспитанниксенче пысăк малашлăх куратпăр. Ахальтен-им пирĕн спорт шкулĕ ентеш-олимпиецăн ячĕпе хисепленсе тăрать. А.В.Игнатьев ятне çÿле çĕклес тесе ăнтăлать кашни спортсмен.

Калас пулать, спорт çурчĕсене тата бассейна шкул ачисемпе çамрăксем кăна мар, аслă ăру çыннисем те хаваспах çÿреççĕ. Сывлăх ушкăнĕнчисем ытларах  шывра ишме кăмăллаççĕ. Кунтах сауна ĕçлет. Массаж кабинечĕ те пур. Буфетра вĕри  те сиплĕ чей ĕçме пулать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе кашни уйăхрах пĕр шăматкун сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Бассейна тÿлевсĕр кĕрекенсем çак кун 300 çынран та иртеççĕ. Шкул ачисемпе çамрăксем кăна мар, çемйипех килекенсем те йышлă.

Çакна та палăртмалла: физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра çулсерен хĕрарăмсемпе арçынсен культурăпа спорт фестивалĕсем иртеççĕ. Кун пекки нихăш районта та  урăх çук. Çул ылмашса ирттерекен фестиваль кăçал арçынсем хушшинче пулать. Ял тăрăхĕсен, организацисемпе предприятисен, хуçалăхсен командисем тăватă тĕрлĕ спорт тĕсĕпе тупăшĕç.

Районти пĕр шкул ачи те хăйĕн сывлăхне çирĕплетмесĕр ан юлтăр. Пурне те хапăл туса йышăнатпăр. Ÿт-пÿ тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сывă çын кăна  малашлăхра хăйне кăтартма пултарĕ.

Р.ГРИГОРЬЕВ,
«Ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă автономи учрежденийĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика