Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕннисем малалла ăмăртаççĕ

11 февраля 2017 г.

Аслă Елчĕкри хоккей площадкинче кĕçĕн ушкăнра /2006 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех/ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен XIX спартакиадин зачетне кĕрекен республикăри ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрти вăййисем иртнĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсен командисем вылянă. Пĕрремĕш тĕлпулура Елчĕксем Каçалсене 4:0 шутпа парăнтарнă. Иккĕмĕшĕнче пирĕн çамрăк хоккеистсем Патăрьел районĕн командинчен 3:0 шутпа выляса илнĕ. Командăри Владислав Иванов /Патреккел/, Олег Ефимов /Аслă Елчĕк/ тапăнса вылякансем, Антон Евстафьев /Елчĕк/ хÿтĕленсе вылякан, Никита Сенькин /Патреккел/ вратарь палăрнă.

Февралĕн 13-мĕшĕнче Елчĕк район команди республикăри ăмăртун иккĕмĕш тапхăрĕнчи малаллахи вăййисене хутшăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика