Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр пурăнасси – уй урлă каçасси мар

01 февраля 2017 г.

Çур ĕмĕр пурăнасси – уй урлă каçасси мар

Ырă та çирĕп йăла пур çак  туслă çемьере: кирек мĕнле ĕçе те пурте пĕрле ларса шăкăл-шăкăл калаçса татса параççĕ. Сасă хăпартса калаçни нихăçан та илтĕнмест. Пысăк та хăтлă, кермен пек çуртра ватăсем /вĕсене пĕрре те апла калаймăн/ юратупа, алла-аллăн тытăнса пурăнаççĕ. Пурнăç тăршшĕ вĕрен тăршшĕ мар: темĕн те пулать унта, çапах чунри ăшăлăхне, çепĕçлĕхне çухатман, çемьен çирĕплĕхне çулран-çул упранă Байдугановсем. Ахальтен мар çемье вăл – ăшă та хăтлă карап, теççĕ. Тимĕр пек çирĕппине нимĕнле çил-тăвăл та амантса хуçаймасть.

Иртнĕ кĕркунне  ĕнине сутса ячĕç вĕсем. Халĕччен картиш выльăх-чĕрлĕхрен татăлманран  куççулĕсем хăйсем сисмесĕрех сăрхăнса тухрĕç.

- Ачасем шеллеççĕ пире. Çамрăках мар халĕ. Ватлăхра канлĕхре  пурăнтарасшăн. Çулсем иртнĕ май  вăй-халĕ те чакса пыма пуçлани сисĕнет, - пăшăрханăвне сирме тăрăшрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Халĕ  ирхи ĕçсем  сахалланнă та чăннипех хăйсене çăмăлрах туяççĕ. Ĕне усраса патшалăха витри-витрипе сĕт сутатчĕç те - канлĕхĕ пулманах.

Çĕнĕ Эйпеçри Байдугановсем ялти хисеплĕ  те сумлă çынсем. Федор Моисеевичпа Людмила Ивановна иртнĕ çул çемье çавăрни 50 çул çитнине уявланă. Пурте пĕрле пуçтарăнма сăлтав пулнăран ачисемпе мăнукĕсене хăйсем пек телейлĕ те сывлăхлă, кăвакарчăн пек шăкăлтатса пурăнма пилленĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕн пилĕнчен хакли мĕн пур-ши çĕр çинче? Çакна тăватă пĕртăван питĕ лайăх ăнланать, май килнĕ таран хаклă çынсем ватлăх кунĕсене çăмăллăн ирттерччĕр тесе тăрăшать. Тĕп килте кĕçĕн ывăлĕ Николай пурăннăран ашшĕпе амăшне чылай çăмăл.

Людмила Ивановнăпа Федор Моисеевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçре пиçĕхнĕ. Çĕнĕ Эйпеç каччи салтак хыççăн комсомол путевкипе çерем çĕрсене уçма хутшăннă. Унтан та тÿрех тăван тăрăха таврăнман-ха, Урал тăрăхĕнче шахтăра ĕçленĕ. Кунтах пулас мăшăрĕпе, вырăс хĕрĕпе - Людмилăпа - паллашнă. Пушă вăхăтсенче пĕрле уçăлса çÿрекен хĕрпе каччă хĕл сиввисене епле юратнине, çамрăк чухне йĕлтĕрпе, конькипе ярăннине ăшшăн аса илеççĕ.

Çемьене икĕ ача хутшăнсан Байдугановсем тăван ене таврăннă. Ватă амăшне  килте пĕччен çăмăл пулманран.

- Ÿкĕнместпĕр яла килнĕшĕн. Паллах, мана малтанах çăмăл марччĕ. Чĕлхе пĕлместĕмччĕ, - тет Людмила Ивановна.

Халĕ вăл чăвашла илемлĕ калаçать. «Майра кин» тенине малтанах ăнланман вырăс хĕрарăмĕ. Уйрăмах ватă хунямăшĕ вырăсла пĕлменни ура хунă. Каярахпа иккĕшĕ пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма майне тупнă. Çемье килĕштерсе те тату пурăннă.

Яла килсессĕнех çамрăк мăшăр ĕç шыраса хăшкăлман. Ÿркенмесен хуçалăхра ĕç нумай. Людмила Ивановна часах бригадăри ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Бригадир хушнă пĕр ĕçрен те юлман вырăс хĕрарăмĕ. Каярахпа чылай çул ферма сукмакне такăрлатнă. Харсăр ĕçĕпе, пултарулăхĕпе ялта  часах ырă ят çĕнсе илнĕ вăл. Людмила Ивановнăна мăшăрĕ пур çĕрте те пулăшса пынă. Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă Федор Моисеевич Чăваш ялхуçалăх институтĕнче пĕлĕвне пуянлатнă. Хăй ĕмĕрĕнче кам кăна пулса ĕçлемен-ши кил хуçи: Лаш Таяпари ОКЦна та ертсе пынă, «Слава» колхозăн партком секретарĕнче, бригадирта, управляющинче, ялсовет председателĕнче тăрăшнă. Агрономра та хăйĕн хастарлăхне кăтартнă. Пĕр вăхăт ялти культура çурчĕн заведующийĕнче те тăрăшнă. Кирек мĕнле должноçра та яваплăха туйса, ĕçтешĕсене ăнланса ĕçленĕ. Общество ĕçĕнче харсăр çынна халăх сучĕн заседательне те суйланă.

Ĕнерхи шахтер пенсие ял арçынĕсенчен иртерех кайнă, çапах та килте алă усса ларман. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ĕçрен часах уйрăлман. Людмила Ивановнăпа Федор Моисеевичăн тÿрĕ кăмăлпа тата хастарлăхпа ĕçленĕшĕн панă наградăсем те йышлă.

Харсăр çемье тăватă тĕпренчĕке çут тĕнче пилленĕ. Чи асли, Сергей, Мускав облаçĕнче хунав янă. Светлана та пиччĕшĕнчен инçе мар, Сергиев-Посадра. Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ профессире ят-сум çĕнсе илнĕ. Галина вара аякра мар. Педагог профессине алла илнĕскер хăйĕн çемйипе вăтам бизнес уçнă. Кĕçĕнни, ашшĕ-амăшĕн тĕп тĕревĕ, Николай, районти шалти ĕçсен пайĕн оперуполномоченнăйĕ.

Ачисем ашшĕ-амăшĕн ятне ямаççĕ, пурте хăйсен вырăнне тупнă. Çакăншăн хĕпĕртет те ашшĕ-амăшĕ.

- Пирĕн 7 мăнук, ултă ывăл та пĕр хĕрпĕрчи, - савăнăçне пытармасть 70 çулхи асанне-кукамай.

Çак мăшăр çине пăхатăн та тÿрех туятăн: çумра яланах юратнă мăшăр пулнинче, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннинче иккен телей уççийĕ. Аллă çул пĕрле пурăнса вĕсен юратăвĕн ăшă туйăмĕсем  пĕрре те чакман, тата вăйлăрах амаланнă...

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăнÿкерчĕкре: Байдугановсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика