Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăкпа савăнар

01 февраля 2017 г.

Елчĕк районĕнче экологи ыйтăвĕ çине нумайранпа пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Район администрацийĕнче кашни тунтикун иртекен канашлура час-часах çак ыйтăва хускатнине те пĕлетпĕр.

Ялсене тирпей-илем кĕртесси, урамсене вак чул сарса хытарасси, асфальт çулсене тасатса тирпейлесе тăрасси, урамри пахчасенче чечек ÿстересси, йывăç лартасси  ял çыннишĕн йывăр ĕç пек те туйăнмасть. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче çынсем çакна кулленхи тĕп ĕç вырăннех хурса йышăнаççĕ. Тирпейлĕ пурăнни кил хуçисемшĕн хăйсемшĕн те лайăх, иртен-çÿрекенсемшĕн те кăмăллă.

Анчах темле тăрăшсан та пĕр кăткăс ĕç пурнăçланмасть - вăрттăн йĕркеленĕ çÿп-çап куписенчен хăтăлма çук. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсем çуркунне - çĕр типсен тупса палăртнă çÿп-çап куписене  çынсене чĕнсе тухса тасаттараççĕ, ку енĕпе ăнлантару ĕçĕсене те сахал мар туса ирттереççĕ пулин те, свалкăсенчен ниепле те хăтăлса пĕтме çук. «Кил таврашĕ таса пултăр, çырмасенчи пирĕн мар» текен шухăшпа пурăнакансем, шел пулин те, пирĕн хушăмăрта сахал мар. Пысăк хуласен çывăхĕнчи свалкăсем çынсен сывлăхĕшĕн уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Экологи çулталăкĕнче ку енĕпе улшăнусем пулассăн туйăнать.

Çĕнĕ Шупашкарта ывăл патĕнче пурăннă чухне хула çывăхĕнчи свалка çунма пуçларĕ. Хула çийĕн лайăх мар шăршăллă тĕтĕм йăсăрланса тăчĕ, пушарнăйсем те темиçе эрне сÿнтернĕ терĕç. Свалка аран çунма чарăнчĕ. Ялсенчи вăрттăн свалкăсем те çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулнине пĕлетпĕр. Кунта пăрахнă ăпăр-тапăр çĕрĕшет, çавна май сывлăша пÿлекен ырă мар шăршă таврана сарăлать.

Таяпа Энтри ялĕ çулсерен илемленсе пырать, çыннисем те хăтлă, çăтмахри пек пурăнаççĕ пулин те çÿп-çап куписенчен хăтăлаймастпăр. Пирĕн ял çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнăран çырмасем тăршшĕпех йывăçсем ÿсеççĕ. Çуллахи вăхăтра вара ял вăрман ăшĕнче ларнăн туйăнать. Ĕлĕк, плотина тăвиччен, çуркуннехи вăхăтра Аслă çырма тăрăх пăр кайнине пула кунта йывăçсем ÿсеймен. Халĕ вара Тукас урамĕнчен пуçласа Арманкас урамĕ тăршшĕпех темĕн çÿллĕш хăва йывăççисем вăрман чăтлăхĕ пек ÿссе кайрĕç. Питех те илемлĕн курăнаççĕ вĕсем. Анчах çырмара çуркуннехи вăйлă шыв чаксан çак йывăçсем çине мĕнле кăна çÿп-çап çакланса юлмасть-ши? Çутçанталăк панă илем йăлтах çухалать. Тăван тавралăха  хамăрах варалатпăр мар-и?

Таяпа Энтринче пурăнакансене савăнмалăх ял çумĕнчи Василий Иванович Морозов, Ванюшин вăрманĕсем пур. Кĕркунне кунта ял çыннисем кăмпа татма çÿреççĕ. Вĕсем тăрăшнипе лартса ÿстернĕ кунти йывăçсем çак çынсем çинчен ĕмĕрлĕх ырă ят хăварнă. Геннадий Петров шкул директорĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра çĕнĕ шкул йĕри-тавра нумай йывăç хунавĕ лартса хăварнă. Халĕ шкул вăрман ăшĕнче ларать, тейĕн. Владимир Петровăн килĕнче кедр йывăççисен питомникĕ пур, вăл малашне хăйĕн хирти çĕр лаптăкĕнче çак йывăçсене лартса ÿстерес ĕмĕтлĕ. Темиçе çул каялла Владимир Петров килĕнчи пахчи вĕçĕнчи çырма тăрăхне лартнă кедр йывăçĕсем виçĕ метра яхăн ÿснĕ ĕнтĕ.

Çутçанталăк тусĕсем ялта нумай, апла пулин те сăтăрçăсем те пур. Хăш-пĕр сĕмсĕр çынсем çак вăрмансенчи йывăçсене касма та хĕрхенсе тăмаççĕ.

О.МИРОНОВА.
Таяпа Энтри ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика