Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал та ăнăçлă вылянă

01 февраля 2017 г.

Кăçал та ăнăçлă вылянă

Иртнĕ вырсарникун Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çамрăкранах спортпа туслă пулнă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă В.П.Воронова асăнса хоккеистсен турнирĕ иртнĕ.

Турнира Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ команди кăçал улттăмĕш хут хутшăнчĕ, кашни çулах çĕнтерÿçĕ йышне кĕрет. Аслă Елчĕк тата Патреккел ялĕсенчи хоккей вăййине кăмăллакансем ăста та илемлĕ вылянине çирĕплетрĕç. Аслă Елчĕкри Евгений Хушкин, Дмитрий Обручков, Родион Чернов, Александр Падуев, Вячеслав Чернов, Максим Катин, Патреккелĕнчи Николайпа Артем Добронравовсем, Петрпа Алексей Воронцовсем, Георгий Смирнов чăннипех хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Командăна турнира Виталий Хушкин хатĕрленĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Елчĕк хоккеисчĕсен туслă команди.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика