Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше манмаççĕ

01 февраля 2017 г.

Аслă Елчĕксем хăйсен ентешĕсене нихăçан та манмаççĕ. Çак кунсенче вĕсем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерне, çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ Илья Уркина асăнса 38-мĕш хут турнир ирттерчĕç.

Турнира хутшăнакансене мухтавлă ентешĕмĕр - Г.Волков ячĕллĕ шкул директорĕ Н.Малышкин, чăваш наци «Кĕрешÿ» федерацин президенчĕ В.Васильев саламларĕç.

Кĕрешÿ хĕрÿ иртрĕ. Кашниех мала тухма тăрăшрĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем те паллă. 24 кг виçере Елчĕкри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Давид Крысов çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Антон Мешковпа /Аслă Елчĕк/ Богдан Пыркин /Кушкă/. Ытти виçесенче те призерсем паллă. 29 кг. 1. Денис Иванов. 2. Руслан Никонов /иккĕшĕ те Елчĕкрен/. 3. Роман Яковлев /Аслă Елчĕк/. 35 кг. 1. Дмитрий Иванов /Елчĕк/. 2. Наиль Димухаметов /Кушкă/. 3. Андрей Ефремов /Çĕнĕ Пăва/. 38 кг. 1. Олег Ефимов. 2. Юрий Прокопьев. 3. Герман Илеменев /Аслă Елчĕк/. 42 кг. 1. Станислав Мисяков /Аслă Елчĕк/. 2. Раят Гениатуллин. 3. Рамис Валеев /Кушкă/. 50 кг. 1. Руслан Галошев. 2. Денис Михеев /Кушкă/. 3. Александр Курчин /Çĕнĕ Пăва/. 54 кг. 1. Петр Шавкин /Кушкă/. 2. Валерий Соколов /Елчĕк/. 3. Геннадий Емильев /Кушкă/. 58 кг. 1. Тимофей Пыркин /Кушкă/. 2. Артемий Антонов /Елчĕк/. 63 кг. 1. Андрей Хушкин /Аслă Елчĕк/. 2. Александр Абрамов. 3. Дмитрий Тябуков /Елчĕк/.

Çамрăк кĕрешекенсене дипломсемпе, медальсемпе Илья Уркинăн ывăлĕ Владимир, чăваш наци «Кĕрешÿ» федерацин президенчĕ В.Васильев, «Улăп» ФОК ертÿçи Роберт Григорьев çирĕплетнĕ призсемпе чысларĕç.

Г.АДЮКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика