Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунара тухрăн тăк - яваплăха туй

21 января 2017 г.

Сунара тухрăн тăк - яваплăха туй

Елчĕк тăрăхĕ вăрмансемпе пуян мар. Анчах пирĕн патăмăрта та тискер чĕрчунсем сахал мар ĕрчеççĕ. Пысăккисем - пăшисем, хир сыснисем, хир качакисем пирĕн тăрăхра пурăнмаççĕ пулин те куçса çÿрекенскерсен çулĕ район территорийĕпе иртет. Вăрманта, уй-хирте пакшасем, сăсăрсем, тилĕсем, мулкачсем, хир чăххисем, фермăсем çывăхĕнче сăвăрсем, йывăçлă çырма-çатрара хăнтăрсемпе ăнтăрсем, пурăшсемпе ытти чĕрчунсем ĕрчеççĕ.

Кирек мĕнле чĕрчун тăшманĕ вăл - çын. Пирĕн тăрăхра та вăрмансен лаптăкĕсем пысăк пулнă, 200-250 çул каялла чĕрчунсем йышлă ĕрченĕ. Пăшаллă çын вĕсене чылай чакарнă. Халĕ пăшие, хир сыснине, сăвăра пирĕн тăрăхра тытма пачах чарнă. Ытти тискер чĕрчуна тытмалли вăхăта палăртаççĕ. Мăшăр шыранă, тискер кайăк туйĕ вăхăтĕнче вĕсене тĕкĕнме юрамасть. Кашкăр кашамана çеç кирек хăш вăхăтра тытма юрать. Çапах та сунарçăсем çак йĕркесене пăхăнасшăн мар. Çакна шута илсе патшалăх çутçанталăкри чĕрчунсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерет.

Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пĕлтĕр «Елчĕк» сунар лаптăкне нумай çуллăха тара парас тĕлĕшпе аукцион ирттерчĕ. Унта эпĕ те, Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕн ертÿçи, хутшăнтăм, çĕнтертĕм. «Елчĕк» сунар лаптăкĕ 27248 гектар йышăнать. Вăл хĕвелтухăçĕпе кăнтăр енчен Тутарстан Республикипе, хĕвеланăç енчен Патăрьел тата Комсомольски районĕсен территорийĕсемпе чикĕленет. Çурçĕр енчен сунар лаптăкĕ Курнавăш-Елчĕк-Аслă Елчĕк автоçул хĕррипе иртет. Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе тунă килĕшÿ тăрăх манăн тĕп тĕллевсен йышне çаксем кĕреççĕ: асăннă лаптăкра чĕрчунсене ĕрчеме майсем туса парасси, вĕсене сунар йĕркелеме пулăшасси, сунарçăсене сунара тухма ирĕк парасси. Çавна май çутçанталăкăн палăртнă вăхăтĕнче сунара тухмалли ирĕк илме Лаш Таяпари акар йыттисен питомникне пымалла. Тел.: 8 ?83549/ 62-2-97. Районăн ытти территорийĕнче Курнавăш-Елчĕк-Аслă Елчĕк автоçулăн сулахай енчи 29,5 пин гектар лаптăкра сунара ЧР Çутçанталăк министерствин хысна учрежденийĕ йĕркелесе пырать.

Акар йыттисен питомникне çирĕплетсе панă лаптăк пĕчĕк мар. Унăн кашни кĕтесне часах çитсе килме çук. Çавăнпа право йĕркине сыхлакан органсен, чи малтанах полици представителĕсем сунара тухнă кашни çынна чарса сунара тухмалли билет пуррипе çуккине, пăшал регистрацине тĕрĕслеме пултараççĕ. Пĕлтĕр кĕркунне Чăваш Тăрăмĕнчи икĕ сунарçă çĕрле автомашина çине ларса мулкачсем тытма тухнă, пилĕк мулкач амине персе тивертнĕ. Çакăншăн вĕсен пысăк явап тытма тивнĕ. Çапла сиксе ан тухтăр тесен, алла пăшал тытса сунара тухнă кашни çын çирĕплетнĕ правилăсене пăхăнмалла. Мĕнле йĕркесем-ха вĕсем; Чи малтанах ухатана тухнă çыннăн хăйĕнпе пĕрле сунар билечĕ ?унта мĕнле чĕрчуна тата миçе штук тытмаллине кăтартнă/, пăшалпа усă курма ирĕк пани пулмалла.

Сунар сезонĕ вăхăтĕнче тискер чĕрчунсене çынсем пурăнакан 200 метртан çывăхра, электричество линийĕсем çинче ларакан тискер вĕçенкайăка, чĕрчуна, хăйне курмасăр сасă илтĕннĕ енне, информаци знакĕсем çине пеме юрамасть. Саккунсăр сунар шутне çаксем те кĕреççĕ: сунара тухма ирĕк пани пулмасан, сунар лицензине саккунсăр майпа илсен, сунара ун вăхăтне, вырăнне пăхăнмасăр тухсан, тискер чĕрчунсене ирĕк паман хатĕрсемпе тытсан тата ытти те.

Сунара тухмалли правилăсене пăссан йĕркене пăхăнман çынсене административлă майпа кăна мар, уголовлă майпа та айăплама пултараççĕ. Енчен те эсир, вулакансем, браконьер мелĕпе чĕрчунсем тытакан çынсене курсанах Лаш Таяпари «Елчĕк» сунар хуçалăхĕн дирекцине 62-2-97 е полици пайне 2-50-02 телефонсемпе пĕлтерме ыйтатпăр.

Леонид КНЯЗЕВ,
«Елчĕк» сунар хуçалăхĕн директорĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Л.Князев «Елчĕк» сунар хуçалăхĕн обществăлла инспекторĕпе П.Енкеевпа.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика