Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă кунсем, юбилейсем

11 января 2017 г.

Кăрлач, 1

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ Зинаида Селивановна БЕЛЯЕВА /Тÿскел/ çуралнăранпа - 85 çул.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Васильевич ВАСИЛЬЕВ /Лаш Таяпа/ çуралнăранпа - 65 çул.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ, халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ Тамара Ивановна ВОРОБЬЕВА /Патреккел/ çуралнăранпа - 65 çул.

«Хисеп Палли» ордена, СССР ВДНХн ылтăн тата кĕмĕл медалĕсене тивĕçнĕ Нина Зиноновна ЕНЕЙКИНА /Патреккел/ çуралнăранпа - 85 çул.

Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Василий Семенович ЕРТМАКОВ /Аслă Шăхаль/ çуралнăранпа - 90 çул.

РСФСР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине икĕ хутчен, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Владимир Васильевич МАРКОВ /Исемпел/ çуралнăранпа - 75 çул.

Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Федор Николаевич НИКИТИН /Анатри Тимеш/ çуралнăранпа - 65 çул.

Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Семенович СКВОРЦОВ /Патреккел/ çуралнăранпа - 90 çул.

Кăрлач, 2

«Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медальне, СССР Патшалăх банкĕн отличникĕ ята тивĕçнĕ Елизавета Филипповна БЕЛЯЕВА /Тÿскел/ çуралнăранпа - 75 çул.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ Лев Варсонофьевич ЗАЙЦЕВ /Аслă Пăла Тимеш/ çуралнăранпа - 70 çул.

СССР Ялхуçалăх министерствин тата ялхуçалăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Тĕп Комитечĕн дипломне, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Николай Васильевич КОНСТАНТИНОВ /Çирĕклĕ Шăхаль/ çуралнăранпа - 65 çул.

«Хисеп Палли» ордена, медальсене тивĕçнĕ Феоктиста Александровна НИКАНДРОВА /Мучар/ çуралнăранпа - 85 çул.

Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Петр Алексеевич ЧЕРНОВ /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 65 çул.

Кăрлач, 3

Техника наукисен кандидачĕ Владимир Александрович ГОЛУБЕВ /Кипеç/ çуралнăранпа - 70 çул.

Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, медальсене тивĕçнĕ Василий Иванович ИЖЕДЕРОВ /Курнавăш/ çуралнăранпа - 90 çул.

Чăваш Республикин Художниксен союзĕн членĕ Николай Михайлович ЛУКИЯНОВ /Энтепе/ çуралнăранпа - 60 çул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика