Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем вăйлăрах

28 декабря 2016 г.

Иртнĕ шăматкун Аслă Елчĕкре пысăк спорт уявĕ - Валерий Петровичпа Валерий Георгиевич Черновсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ.

Черновсем иккĕшĕ те спортра паллă йĕр хăварнă. Валерий Петрович - ирĕклĕ майпа кĕрешессипе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă.

Валерий Георгиевич районти Акатуй уявĕнче пĕр хутчен çеç мар çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Чылай çул вăл ялти шкулта физкультура учителĕ, Илья Уркин ячĕллĕ кĕрешÿçĕсен шкулĕн тренерĕ пулса ĕçленĕ. Вăл ертсе пынипе Аслă Елчĕкрен сахал мар кĕрешÿçĕ районта, республикăра çеç мар, çĕршывра та палăрнă - чылайăшĕ спорт мастерĕ, спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăнă.

Паллă спортсменсене асăнса йĕркеленĕ турнира Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Красноармейски, Канаш, Йĕпреç районĕсенчи, Шупашкар хулинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хутшăнчĕç. Вĕсене Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, ялти Г.Н.Волков ячĕллĕ шкул директорĕ Николай Малышкин, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри федерацийĕн председателĕ Алексей Лапшин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый саламларĕç.

Турнир питĕ хĕрÿ, кăсăклă иртрĕ. Кашниех мала тухма тăрăшрĕ. 2002-2004, 1999-2001 çулсенче çуралнă тата çитĕннисем хушшинче кашниех мала тухма тăрăшрĕ. Камсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç; 32 кг виçере Патăрьелĕнчи А.Цветков - пĕрремĕш, Елчĕкри Д.Петровпа К.Вишнев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ытти виçесенчи çĕнтерÿçĕсем: 35 кг. 1. Е.Смирнов /Патăрьел/. 2. Р.Иванов /Çĕнĕ Пăва/. 3. О.Ефимов /Аслă Елчĕк/. 38 кг. 1. Н.Галяутдинов /Канаш/. 2. Р.Вахитов /Патăрьел/. 3. К.Остроумов /Елчĕк/. 42 кг. 1. С.Мисяков /Аслă Елчĕк/. 2. А.Албутов /Канаш/. 3. Р.Юсупов /Патăрьел/. 46 кг. 1. В.Прокопьев /Комсомольски/. 2. М.Тимофеев. 3. Е.Абрамов /Çĕнĕ Пăва/. 50 кг. 1. С.Данилов /Канаш/. 2. А.Тябуков /Аслă Елчĕк/. 3. А.Кириллов /Канаш/. 54 кг. 1. С.Албутов /Канаш/. 2. М.Молочников /Патăрьел/. 3. Д.Романов /Красноармейски/. 58 кг. 1. А.Исаев /Красноармейски/. 2. В.Кириллов /Канаш/. 3. А.Катмаков /Комсомольски/. 63 кг. 1. К.Спиридонов /Комсомольски/. 2. П.Галошев /Кушкă/. 3. К.Калашников /Комсомольски/. 69 кг. 1. А.Блинов. 2. Н.Мышкин /Кушкă/. 3. А.Кушников /Патăрьел/. 69 кг йывăртарах. 1. Д.Ефимов /Тăрăм/. 2. А.Федоров /Канаш/. 3. К.Воронов /Лаш Таяпа/. Çитĕннисенчен: 65 кг. 1. А.Исаев /Красноармейски/. 2. Э.Адюков /Аслă Елчĕк/. 3. Д.Захаров /Кармал/. 75 кг. 1. П.Питимиров /Йĕпреç/. 2. К.Батраков /Çĕнĕ Пăва/. Р.Федоров /Канаш/.

Елчĕк районĕн команди мала тухрĕ, кубока çĕнсе илчĕ. Патăрьелсемпе Канашсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклă призсемпе чысларĕç.

Турнира йĕркелекенсем - Черновсем, тăванĕсемпе тус-юлташĕсем, Аслă Елчĕк çамрăкĕсем. Вĕсене спортсменсем тав сăмахĕ калаççĕ.

Г.АДЮКОВ.
А.КАРЛИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика