Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташсене манмастпăр

23 ноября 2016 г.

Районти спорт календарĕнче йăлана кĕнĕ ăмăртусем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - спорт тусĕсене, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă А.Скворцова, А.Кедрова, М.Кириллова, Ю.Иванова, Э.Дмитриева тата А.Шляпина асăнса ирттерекен ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ачасен хушшинчи черетлĕ ăмăртăвĕ кăçал 20-мĕш хут иртрĕ. Унчченхи çулсемпе танлаштарсан, ăмăрту кăçал тата анлăрах пулчĕ. Хамăр районти шкул командисемсĕр пуçне /Елчĕк, Аслă Елчĕк, Кушкă, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пăва/ Патăрьел, Комсомольски, Канаш районĕсем те ăмăртăва хутшăнчĕç.

Ăмăрту питĕ çивĕч пычĕ, 115 спортсмен пĕр-пĕринпе ковер çинче тупăшрĕç. Сĕтел çинче Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ хатĕрленĕ илемлĕ медальсемпе ятарлă парнесене курсан ачасем тата тулли кăмăлпа кĕрешни палăрчĕ.

Ăмăрту положенийĕпе килĕшÿллĕн, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тĕрлĕ виçесенче ăсталăхпа палăрчĕç. Р.Вахитов, А.Цветков, Г.Хамитов /Патăрьел районĕ/, А.Ефремов /Çĕнĕ Пăва шкулĕ, Елчĕк/, С.Мисяков /Аслă Елчĕк шкулĕ/, Е.Тимофеев /Канаш районĕ/, Р.Галошев /Кушкă шкулĕ/, В.Кириллов /Канаш районĕ/, Н.Лапшин /Кармал/, Н.Мышкин /Елчĕк шкулĕ/, А.Блинов /Кушкă, УОР/, А.Лапшина /Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, УОР/, М.Зайцева /Çĕнĕ Пăва шкулĕ, Елчĕк/ хăйсем вăйлă, ăста пулнине чăннипех кăтартса пачĕç, мала тухрĕç.

Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăйсен виçисенче Д.Крысов, К.Вишнев /Елчĕк шкулĕ/, Н.Пыркин /Кушкă шкулĕ/, Р.Иванов /Çĕнĕ Пăва шкулĕ, Елчĕк/, Р.Юсупов /Патăрьел районĕ/, В.Прокопьев /Комсомольски районĕ/, Д.Михеев /Кушкă шкулĕ/, А.Тябуков /Аслă Елчĕк шкулĕ/, А.Катмаков /Комсомольски районĕ/, А.Хушкин /Аслă Елчĕк/, П.Галошев /Елчĕк шкулĕ/, Я.Георгиева /Канаш районĕ/, К.Лапшина /Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/ хăпарчĕç.

Д.Иванов /Елчĕк шкулĕ/, Н.Димухаметов /Кушкă шкулĕ/, И.Субханкулов /Патăрьел районĕ/, Р.Вахитов /Патăрьел районĕ/, Д.Яруков /Патăрьел районĕ/, Е.Абрамов /Çĕнĕ Пăва шкулĕ, Елчĕк/, Д.Исаев /Елчĕк шкулĕ/, В.Соколов /Елчĕк шкулĕ/, Т.Пыркин /Елчĕк шкулĕ/, К.Калашников /Комсомольски районĕ/, И.Иванов /Канаш районĕ/, Т.Боброва /Патăрьел районĕ/, С.Тимофеева /Канаш районĕ/ пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç.

Командăсенчен Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул кĕрешекенĕсем Кушкăсенчен пĕр очко выляса илсе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Виççĕмĕшсем - Аслă Елчĕксем.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç. Çавăн пекех «Чи çамрăк кĕрешекен» Н.Ишмуратов /Елчĕк шкулĕ/, «Курма килнисем килĕштернĕ» С.Мисяков /Аслă Елчĕк шкулĕ/, «Чăн маттур кĕрешекен» Р.Иванов /Çĕнĕ Пăва, Елчĕк/ уйрăм парнесене тивĕçрĕç.

Çак ăмăртăва ирттерме пулăшакансене, Елчĕк çамрăкĕсен фондне питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр, ырлăх, сывлăх тата телей сунатпăр.

С.АЛЕКСАНДРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика