Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртусенче палăраççĕ

02 ноября 2016 г.

Ăмăртусенче палăраççĕ

Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ачасене физкультура предметне хăйĕн ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухнă Александр Александрович Адюков вĕрентет. Шкул ачисем районти ăмăртусенче пур енĕпе те харсăр. Шкулта уйрăмах хоккей, футбол, баскетбол вăййисем, çăмăл атлетика, кире пуканĕ йăтасси  вăйлă аталаннă.

Юлашки çулсенче шкулта вĕренекенсем ГТО нормисене пурнăçлас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Олеся Казанова, акă, «Елчĕк ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура кăçал пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Павел Сайкин та çăмăл атлетикăпа туслă. Сергей Карсаков спортăн чылай тĕсĕпе интересленет. Диана Московскаяна  кире пуканĕ йăтасси кăмăлне каять. Валентина Айдаровăна  йĕлтĕрпе ярăнма, çуран чупма, баскетболла выляма килĕшет. Харсăр спортсменсем  шкулти çĕнелнĕ спортзалран тухма пĕлмеççĕ.

В.КИРИЛЛОВА сăнÿкерчĕкĕнче: А.Адюков учитель хăйĕн вĕренекенĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика