Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăк çак уява кĕтнĕ тейĕн…

28 сентября 2016 г.

Çанталăк çак уява кĕтнĕ тейĕн…

Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Раççейре 2004 çултанпа ырă йăла пурнăçа кĕчĕ - Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ - «Наци кросĕ» иртет. Кăçал вăл сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне тÿр килчĕ.

Юлашки вăхăтра çанталăк ăмăр тăчĕ - çумăрĕ те çăвать, çилĕ те вăйлă. Çапах та «Наци кросĕ - 2016» чупу кунĕ вăл хăйĕн хаваслăхне сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансемпе пайлас терĕ пулас - хĕвелĕ те пĕлĕтсене сирчĕ, кунĕ те лăпкă пулчĕ. Çак кун районта çуран чупма юратакан 1500 ытла çын трасса çине тухрĕ.

Елчĕкри тĕп лапама çынсем йышлă пуçтарăнчĕç. Спорт уявне пухăннисене район пуçлăхĕ П.Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый саламларĕç, чупăва хутшăнакансене ăнăçу сунчĕç. Н.Миллин палăртнă тăрăх, çакăн пек мероприяти сывлăха çирĕплетнине кăна пĕлтермест - вăл коллективсен пĕрлĕхне, çемьене çирĕплетет, туссене çывăхлатать.

Çепĕç юрăсем янăранă май, палăртса хăварар, çакна район центрĕнчи культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ, спорт уявне VIP-чупăва хутшăнакан район, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, вĕсемпе пĕрле 2007 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе хĕрачасем пуçларĕç. Çакна та палăртма кăмăллă: кăçалхи «Наци кросне» хутшăнакан çемьесен йышĕ пысăк.

Пĕр çухрăмлă дистанцире кашниех хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ. Çапах та кашнинчех чи пултаруллисене палăртмалла. VIP-чупура В.Изратов уйрăм предприниматель малти вырăна йышăнма пултарчĕ. «Россельхозбанкăн» районти уйрăмне ертсе пыракан А.Миллин кăшт каярах юлса финиша иккĕмĕш çитрĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Н.Миллинпа Л.Левый. Хĕрарăмсенчен районти нумай функциллĕ центрăн ертÿçи Л.Викторова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Район администрацийĕн сектор заведующийĕ А.Смирновăпа библиотекăсен централизациленĕ тытăмĕн ертÿçи Н.Романова та призерсен йышне кĕчĕç.

Вĕсемпе пĕрле старта тухнă арçын ачасенчен Елчĕкри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан М.Кузьмин, Д.Иванов, С.Громов, хĕрачасенчен К.Хушкина, Е.Молодова, А.Архипова та чыса тивĕç.

Çак дистанцие чи çамрăкки 3 çулхи А.Малачилаева хăйĕн кукамăшĕпе Г.Анисимовăпа пĕрле вĕçлерĕ. В.Петров чупăва хутшăннисенчен чи асли пулчĕ.

Иккĕмĕш ушкăнра ăмăртакансем - 1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах яшсемпе хĕрсем тата 1998 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрарăмсем 2000 метра чупрĕç. Кунта чи аслă чупакана - Е.Степанова пенсионеркăна та палăртса хăварни вырăнлă - вăл хăйĕн ÿсĕмĕнчи хĕрарăмсенчен дистанцие хăвăрт вĕçлекенни пулчĕ.

Яшсем хушшинче пынă тупăшура Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Аслă Елчĕк каччине Г.Агеева çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăн финиша çак шкулти А.Даниловпа В.Мисяков çитрĕç.

Хĕрсенчен тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрнă Е.Агеева /Елчĕк шкулĕ/ мала тухрĕ. Патреккел хĕрĕ А.Казанова тата Елчĕк шкулĕнчи В.Борисова та призерсен йышĕнче. 1998 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрарăмсенчен район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ И.Никонова палăрчĕ. Сăмах май, унăн 4 çулхи ывăлĕ Антон та ăмăртусене хутшăнма кăмăллать. Кăçалхи февраль уйăхĕнче иртнĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016»  чупура та, хальхинче те ăна дистанцире курма май пулчĕ.

И.Никонова хыççăн дистанцие «Прогресс» АХО ĕçченĕ С.Ивановăпа районти тĕп больница тухтăрĕ Т.Петрова вĕçлерĕç.

3000 метрлă дистанцире те «Наци кросĕ - 2016» чупура палăрас текенсем сахал мар. Кунта районти пушар хурал чаçĕнче тăрăшакан А.Тихонов, С.Горшков уйрăм предприниматель, газ участокĕнчи А.Шавкин ыттисенчен пултаруллăрах пулни палăрчĕ - вĕсем дистанцие ăнăçлă вĕçлерĕç.

«Наци кросĕ - 2016» чупăвăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, çавăн пекех чи çамрăк тата чи аслă участникĕсене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç.

Ял тăрăхĕсенче те Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ - 2016» чупу иртнĕ.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ. Кунта çуран чупма юратакан 195 çын старта тухнă. Уйрăмах ял тăрăхĕнчи шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем, культура ĕçченĕсем, ялсенче пурăнакансем хастар пулнă. Чи çамрăк участник - Кÿлпуç ялĕнче пурăнакан 2,5 çулхи Аделина Сазонова та амăшĕпе пĕрле спорт уявне хутшăннă, дистанцие ăнăçлă вĕçленĕ.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан 200 яхăн çын тĕп лапама пухăннă. Шкулсенчи 1-5-мĕш классенче вĕренекенсенчен А.Гаврилов, К.Столяров, Д.Малов, О.Мекшеева, С.Горбунова, К.Козлова палăрнă. Аслăрах классенче пĕлÿ пухакансенчен М.Цыганова, С.Павлова, А.Носова, И.Карзаковăна, К.Чермаковăна, В.Трофимовăна çитекенни пулман. Çитĕннисенчен Ф.Чермаков, А.Романов, И.Григорьев, Т.Рыбкина, О.Тихонова, М.Шавкина та çĕнтерÿçĕсемпе призерсем.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. Шкулти стадионта пухăннă 100 яхăн çын «Наци кросне» хутшăннă. Хăйсен ушкăнĕсенче «Таябинка» ача сачĕн воспитанникĕсем - Е.Родионова, Д.Осипова, Д.Муллина, А.Павлов, Н.Петров, Д.Симаков, 1-4-мĕш классенчи А.Шепилова, А.Тремзина, Д.Филиппова, А.Макаров, Р.Орлов, К.Марков, 5-7 классенчи В.Савинова, Е.Смирнова, Т.Скобелева, Н.Морозов, Н.Михайлов, М.Петров, Д.Некрасов, 8-9 классенчи Т.Головина, О.Головина, Т.Родионова, Д.Скобелев, А.Тремзин, С.Морозов, Д.Смирнов, Т.Титова, Т.Изосимова палăрнă.

30 çула çитмен хĕрарăмсенчен Н.Иванова, Е.Муллина, Т.Осипова, 45 çула çитменнисем Л.Ильина, А.Иванова, Р.Яковлева, Б.Головин, А.Павлов, А.Тремзин, 45 çултан аслăрах арçынсенчен М.Скворцов, В.Петров, В.Зиновьев çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче.

Чупăва хутшăнакансенчен чи çамрăккисем У.Шепиловăпа Н.Козлов, чи аслисем - Г.Зиновьевăпа П.Трофимов.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика