Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортсмен, политик призĕсемшĕн

28 сентября 2016 г.

Спортсмен, политик призĕсемшĕн

Шăматкун Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Алексеевич Поповăн призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри 5-мĕш уçă турнир иртнĕ. Унта Чăваш Енрен, Мари Элран, Ульяновск, Киров, Мускав, Чулхула облаçĕсенчен «тимĕр вăййине» юратакансем хутшăннă. Ăна уçма Юрий Попов, физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, министрсемпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, спорт ветеранĕсем, районсемпе хуласен ертÿçисем, кире пуканĕн спортне юратакансем хутшăннă. Турнира уçнă май вĕсем Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта аталантарассинче лайăх улшăнусем пулса иртнине, республикăра спорт объекчĕсем нумай тунине, çавна май сывă пурнăç йĕркине тытса тăракансен йышĕ ÿссе пынине палăртнă.

Чăваш парламенчĕн спикерĕ Юрий Попов республикăра пурăнакансене физкультурăпа спорта явăçтармалли условисен лайăх енĕсене, кире пуканĕ йăтасси хăюллисен, чăтăмлисемпе вăйлисен спорчĕн тĕсĕ пулнине асăннă. «Эпĕ турнира тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем - çамрăксем те, ветерансем те - хутшăннăшăн савăнатăп. - Турнир кире пуканĕн спортне кăна мар, сывă пурнăç йĕркине, физкультурăпа спорта аталантармалли май та», - тенĕ вăл.

Çак пысăк турнирта Елчĕк районĕн команди ăнăçлă тупăшнă. 1997 çулта çуралнă тата унран аслăрах ушкăнри 68, 78 кг виçесенче Раççей спорт мастерĕсем Дмитрий Курчинпа Иван Кривов çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Каччăсен, хĕрарăмсен ушкăнĕсенче Василий Кирилловпа Вера Николаева, хĕрсен тата ветерансен ушкăнĕсенче Мария Зайцевăпа Анатолий Анисимов иккĕмĕш, çамрăксен ушкăнĕнче Николай Петровпа Дмитрий Миллин виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Командăсен тупăшăвĕнче Ульяновск облаçĕн команди - пĕрремĕш, Елчĕк районĕн команди иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çак кунсенчех Крым Республикинчи Алушта хулинче кире пуканĕ йăтакансен Раççей Кубокĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентешсем - Чăваш ялхуçалăх академийĕн магистрачĕ Александр Павлов - пĕрремĕш, Сергей Соловьев виççĕмĕш пулнă. Андрей Кузнецовпа Дмитрий Енедеров 4-мĕш тата 6-мĕш вырăнсене йышăннă.

Сăнÿкерчĕкре: Юрий Попов тата Олимп вăййисен чемпионĕ Елена Николаева турнир çĕнтерÿçисемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика