Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Наци кросĕ - 2016» спорт тусĕсене чупăва чĕнет

24 сентября 2016 г.

«Наци кросĕ - 2016» спорт тусĕсене чупăва чĕнет

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин районта Пĕтĕм Раççейри чупу кунне - «Наци кросĕ - 2016» ирттересси пирки положенине çирĕплетнĕ.

«Наци кросĕ - 2016» Елчĕкри Тĕп лапамра тата ял тăрăхĕсенче 2016 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче иртет. Ăмăрту 12 сехетре пуçланать. Ăна ирттерме районта, ял тăрăхĕсенче йĕркелÿ комитечĕсем туса хунă. Чупăва йĕркелессишĕн район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, çăмăл атлетсен районти федерацийĕ, судьясен тĕп коллегийĕ яваплă.

«Наци кросĕ - 2016» чупăва сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене, çуран чупма юратакансене пурне те йыхравлаççĕ.

Чупăвăн дистанцийĕ кашни ÿсĕмшĕн тĕрлĕрен: 1000 метра VIP-чупăва хутшăнакан арçынсемпе хĕрарăмсем, 2007 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе хĕрачасем, 2000 метра 1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах яшсемпе хĕрсем, 3000 метра 1998 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсемпе хĕрарăмсем чупаççĕ.

Ял тăрăхĕсенче вырăнти условисене шута илсе дистанци тăршшĕне улăштарма пултараççĕ.

«Наци кросĕ - 2016» чупăвăн программи çакăн пек:

8:30-11:00 - чупăва хутшăнакансене регистрацилени;

11:00-11:30 - ăмăртăва хутшăнакансене дистанцисем тăрăх пайлани;

11:30-12:00 -  чупăва официаллă майпа уçни;

12:10-12:30 - 1000 метрлă дистанцири старт;

12:13-12:45 - 2000 метрлă дистанцири старт;

12:45-13:00 - 3000 метрлă дистанцири старт;

13:15-13:30 - çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслани;

13:30-13:45 - чупăва официаллă майпа хупни.

Чупăва хутшăнма тухтăр ирĕк панисем çеç пултараççĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене, çавăн пекех чи çамрăк тата чи аслă участниксене грамотăсем тата призсем парса чыслаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика