Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей команди ăнăçлă ăмăртнă

24 августа 2016 г.

Раççей команди ăнăçлă ăмăртнă

Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче иртнĕ çуллахи XXXI Олимп вăййисем вĕçленнĕ. Августăн 22-мĕшĕнче çакăн пирки МОК Президенчĕ Томас Бах пĕлтернĕ.

Спортсменсен парадĕнче Раççей ялавне Олимп вăййисен пилĕк хут чемпионĕсем Наталья Ищенко тата Светлана Ромашина çĕклесе пынă.

Атлетсен парачĕпе шоу хыççăн марафонецсене чысланă. Ылтăн медале Кени çĕршывĕн спортсменĕ Элиуд Кипчоге тивĕçнĕ.

Унтан Пĕтĕм тĕнчери олимп комитечĕн спортсменсен комиссийĕн çĕнĕрен суйланнă членĕсемпе паллаштарнă. Вĕсен хушшинче Елена Исинбаева та пур.

Олимп гимнĕ мăнаçлăн янăранă май, Олимп вăййисен ялавне Японири Токио хулине панă. Çитес 2020 çулхи Олимп вăййисем унта иртеççĕ.

Раççей олимпиецĕсем пурĕ 56, çав шутра 19 ылтăн, 18 кĕмĕл, 19 бронза медальсем илнĕ, тăваттăмĕш вырăна тухнă. Тăван çĕршывăн Олимп командинчи 280 спортсменран 107-шĕ медальсене тивĕçнĕ.

Олимпиадăра спортăн 28 тĕсĕнче медальсен 306 комплекчĕшĕн кĕрешÿ пынă. Унта тĕнчен 27, Олимп вăййисен 91 рекордне тунă.

WADA айăпланине пула Раççейĕн çăмăл атлечĕсем, йывăр атлечĕсем, хăш-пĕр спорт тĕсĕсенчи спортсменсем Олимпиадăна хутшăнайман. Акă, 68 çăмăл атлетран пĕртен-пĕр Дарья Клишина çеç Раççей чысне хÿтĕленĕ.

Медальсен пысăк пайне Раççей командинче кĕрешекенсем, фехтовальщиксем илнĕ.

Кĕмĕл медаль илнисем хушшинче пирĕн Чăваш Енĕн паллă гимнастки Дарья Спиридонова та пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика