Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада шкулта пуçланать

13 августа 2016 г.

Олимпиада шкулта пуçланать

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул 2015-2016 вĕренÿ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри «Олимпиада шкулта пуçланать» конкурсăн республикăри тапхăрĕнче призерсен йышне кĕнĕ.

Сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма мĕн ачаранах пуçламалла. Кунта физкультура тытăмĕ пысăк пулăшу парать. Ачасене уроксене кăна мар, шкул тулашĕнчи, физкультурăпа сывлăх мероприятийĕсене анлăн хутшăнтарни вĕсен сывлăхне çирĕплетет те. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Елчĕкри вăтам шкулти физкультура учителĕсем. Вĕсем чăннипех ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ĕçре пысăк опыт пухнă. Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ патшалăх физкультура институтне пĕтернĕ, йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн Виктор Демьяновăн педагогика стажĕ 24 çулпа танлашать, вĕсенчен вуннăшне вăл çак шкулпа çыхăнтарнă.

Унăн хăйĕн ĕçĕпе мухтанмалли пур. Кăçал шкул пĕтернĕ Данил Кондратьев физкультура предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра çĕршыв шайĕнче палăрчĕ, призерсен йышне кĕчĕ. Ăна олимпиадăна хутшăнма Виктор Демьянов пулăшнă. Николай Волков та 15 çул ĕçлет Елчĕк шкулĕнче. Вăл ытларах ачасене спорт вăййисене хутшăнтарассипе тимлет. Сергей Александровăн çак шкулти педагогика стажĕ пысăках мар, çапах та унăн вĕренекенĕсем кĕрешÿ енĕпе палăраççĕ.

Педагогсем ăнăçлă ĕçленипе тĕрлĕ ăмăртусенче шкулта вĕренекенсем малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Республикăри шкул ачисем хушшинче ирттерекен «Президентăн спорт вăййисем» ăмăртăвĕнче шкулăн пĕрлештернĕ команди виçĕ çул финала тухнă, икĕ çулĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Район хаçачĕн призĕсемшĕн иртекен çăмăл атлетсен çурхи кросĕнче те Елчĕксем кашни çулах малти вырăнсенче. «Советская Чувашия» хаçат ирттерекен çăмăл атлетсен эстафетинче иртнĕ çул шкул команди пиллĕкмĕш вырăна тухрĕ. Йывăр атлетсен, кире пуканĕ йăтакансен, тĕрлĕ мелпе кĕрешекенсен, волейболистсемпе баскетболистсен, футболистсен, хоккеистсен тĕрлĕ шайри ăмăртăвĕсемпе турнирĕсенче Елчĕкри вăтам шкулăн çамрăк спортсменĕсен хушамачĕсем мăнаçлăн янăраççĕ. Ахальтен мар çак вĕренÿ учрежденине пĕтерекенсем хушшинче спортăн тĕрлĕ разрячĕсене илнисем йышлансах пыраççĕ. Акă, кăçал шкултан вĕренсе тухнă Артем Перцев йывăр атлетикăпа, Андрей Кузнецов кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕсен ячĕсене тивĕçрĕç.


«Паян республикăри спорт шкулĕсене 34 пин ытла ачапа çамрăк çÿрет. Юлашки пилĕк çулта массăллă спорт разрядникĕсен, Раççей спорт мастерĕсен тата тĕнче класлă спорт мастерĕсен шучĕ икĕ хута яхăн ÿсрĕ. 2015 çулта 64 спортсмен Раççей спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Ку - республикăри спорт аталанăвĕн историйĕнчи рекордлă кăтарту!»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.


Алă вăйĕ виçессипе Анна Гаврилова Европăри ăмăртусен икĕ хут призерĕ пулса тăчĕ. Анна армспортпа кăна мар, кире пуканĕ йăтассипе те хăйĕн ăсталăхне ÿстерсе пырать. Унăн командăри юлташĕ Нина Романова та алă вăйне виçессипе çитĕннисен пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçларĕ.

Шкулти физкультура учителĕсен ырă тĕслĕхĕ, спортăн çирĕп йăлисем выпускниксене хавхалантараççĕ. Кăçал çеç шкултан вĕренсе тухнă 4 çамрăк аслă вĕренÿ заведенийĕсенче хăйсен спортри ăсталăхне туптама кăмăл тунă.

Елчĕкри вăтам шкулта çарпа патриотла воспитани парасси те пысăк тимлĕхре. Кунта физкультурăна вĕрентекенсен тÿпи те пур. Шкулти çамрăк армеецсем, çулсерен районта иртекен «Зарница» тата «Орленок» вăйăсенче çĕнтерсе, республикăри финала хутшăнаççĕ. Кăçал Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕ çывăхĕнче иртнĕ çамрăк армеецсен республикăри 48-мĕш ăмăртăвне Елчĕксен икĕ отделенийĕ - «Орлята» тата «Эпир - Раççей ачисем» çарпа патриот клубĕ хутшăннă. Начар мар ăмăртнă вĕсем - «Орлята» отделени - 5-мĕш, «Эпир - Раççей ачисем» клуб 6-мĕш вырăнсене йышăннă. Çамрăк армеецсем кăçал республикăри финалта пĕрремĕш хут ирттернĕ конкурсра - Чăваш Ен тата Раççей гимнĕсене мăнаçлăн юрласа малти вырăна тухнă, туризм хатĕрĕсене туянма 15 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ.

А.ФЕДОРОВ.

Сăнÿкерчĕкре: Ăмăртусенче нумай хутчен палăрнă Елчĕкри вăтам шкулти баскетболисткăсен команди

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика