Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубока Елчĕксем илчĕç

16 июля 2016 г.

Кубока Елчĕксем илчĕç

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăнă ветерансен Чăваш Республикинчи пĕрлешĕвĕ кубокшăн спорт турнирне ирттерчĕ.

2014 çулта йĕркеленнĕ ветерансен районти канашĕ Германире çар службинче пулнă салтаксен пурнăçне тивĕçлипе йĕркелес, çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Вĕсенчен пĕри - спорт ăмăртăвĕсем. «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче кубокшăн иртнĕ турнира Чăваш Республикинчи 8 районти ветерансем хутшăнчĕç. Вĕсене ГСОВГ-ГСВГ-3ГВ ветеранĕсен Атăлçи федераци округĕнчи пĕрлешĕвĕн ертÿçи Г.Кошкин, çавăн пекех ветерансен Чăваш Республикинчи пĕрлешĕвĕн ертÿçи М.Семенов саламларĕç.

Кĕске дистанцие чупассипе 60 çул тултарман ветерансенчен С.Ястребов /Шăмăршă/ - пĕрремĕш, В.Петров /Шупашкар/ - иккĕмĕш, А.Николаев /Елчĕк/ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

60 çултан аслăрах спортсменсенчен Н.Павлов, А.Анисимов /иккĕшĕ те Елчĕк районĕнчен/, Г.Кошкин /ветерансен Атăлçи федераци округĕнчи пĕрлешĕвĕ/ малтисен ретĕнче пулчĕç.

Кире пуканĕ йăтассипе те тупăшу хĕрÿ пулчĕ. 60 çул тултарман ветерансенчен Д.Васильевпа А.Николаев /Елчĕк/, В.Григорьев /Вăрнар/, 60 çултан аслисенчен А.Анисимов, В.Мясников, В.Сазонов /Елчĕк/ палăрчĕç.

Урайĕнчен тĕртĕнсе çĕкленес енĕпе 60 çул тултарман ветерансенчен Ю.Петров /Елчĕк/, В.Иванов /Вăрнар/, Г.Калмыков /Патăрьел/, аслăраххисенчен В.Мясниковпа А.Анисимов /Елчĕк/, М.Юманов /Шăмăршă/ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.

Дартспа О.Егоров /Тăвай/, С.Васильев /Çĕрпÿ/, М.Юманов /Шăмăршă/ палăрчĕç.


«Спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, пире вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кÿрет».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.


Волейболистсен тупăшăвне сăнаса тăма та кăсăклă пулчĕ. Финалта Елчĕксемпе Комсомольскисем тĕл пулчĕç. Елчĕк районĕн туслă команди 2:0 шутпа çĕнтерсе пĕчĕк кубока çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕшĕ - Шăмăршă районĕнчи ветерансен команди.

Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн куçса çÿрекен кубока иккĕмĕш хут Елчĕк районĕнчи ветерансен команди илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Шăмăршăсемпе Вăрнарсем.

Ăмăртăва хутшăннă чи аслă ветеран, спорт тусĕ  Г.Туманов /Çĕнĕ Эйпеç/ хаклă парнене, медале тивĕçрĕ.

Ăмăртăва ăнăçлă ирттерме пулăшнăшăн П.Кузнецов /Курнавăш/, В.Анисимов /Тÿскел/ спонсорсене, В.Петров, Ю.Петров, А.Морозов, А.Анисимов ветерансене тав тăватпăр.

Н.ПАВЛОВ,
ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ ветеранĕсен районти организацийĕн ертÿçи.

Сăнÿкерчĕкре: Елчĕк районĕнчи ветерансен туслă команди.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика