Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç паттăрне асăнса - турнир

06 июля 2016 г.

Ĕç паттăрне асăнса - турнир

Социализмла Ĕç Паттăрне, Ленин орденлĕ «Победа» колхозри комплекслă бригадăна ертсе пынă Иван Алексеевич Михайловские асăнса йĕркеленĕ футбол турнирĕ кăçал вуннăмĕш хут иртрĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсенче пысăк тухăçлă ялхуçалăх культурисене çитĕнтерес енĕпе палăрнă ĕç паттăрĕ кăçал 85 çул тултаратчĕ. И.Михайловские асăнса футбол турнирне çулсерен ирттереççĕ. Кăçал кунта 11 команда хутшăнма кăмăлланă. Тутарстанри Рункă, Мăкăр, Вăрмар, Шупашкарти ИК-4, Канаш районĕнчи Аслут, хамăр районти Тăрăм, Лаш Таяпа, Кушкă ялĕсенчи тата Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи 3 команда хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем 2 ушкăна пайланса вылярĕç. Вĕсенче палăрнă икшер команда çурма финала тухрĕç. Кунта Кушкăсем ИК-4 командăна 1:0 шутпа çĕнтерчĕç. Çурма финалти иккĕмĕш вăйă питĕ çивĕч иртрĕ - тĕп вăхăта командăсем 0:0 шутпа вĕçлерĕç. Лаш Таяпасемпе Аслутсем вăйă шăпине пенальтипе татса пачĕç - вăйă Лаш Таяпасем 3:2 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пынă матчра Аслут ялĕн команди ИК-4 футболисчĕсене 2:1 шутпа парăнтарса бронза медале тивĕçрĕ. Финалта Кушкăсемпе Лаш Таяпасем тĕл пулчĕç. Ăнăçу - Лаш Таяпа футболисчĕсенче - вĕсем Кушкăсене 3:0 шутпа çĕнтерсе ылтăн медале тивĕçрĕç.

Турнирта чи лайăххисене те чысларĕç. «Чи лайăх вратарь» ята Максим Бакин /Кушкă/, «Чи лайăх хÿтĕленсе вылякан» ята Александр Ильин, «Чи лайăх çурма хÿтĕленсе вылякан» ята Анатолий Григорьев /Аслут/, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Александр Блинов /Кушкă/, «Чи лайăх бомбардир» ята Александр Григорьев /Кушкă/ тивĕçрĕç.

Турнира йĕркелеме пулăшакансене те тав турĕç, унта хутшăнакансене какай шÿрпипе сăйларĕç. Полина Борисова юрăçă савăк кĕвĕ-юрăпа савăнтарчĕ. Тÿпене хитре фейерверк та илемлетрĕ.

А.ФЕДОРОВ.

Сăнÿкерчĕкре: Çĕнтерÿçĕ-командăсем, турнира йĕркелекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика