Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ялта йĕрке - çĕршывра çителĕклĕ пурнăç»

29 июня 2016 г.

девизпа иртет 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ. Вăл июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен пырать.

Çырав - экономика статистикин уйрăлми пайĕ. Унăн тĕп  тĕллевĕ - ялхуçалăхĕнчи лару-тăру пирки тĕрĕс тата туллин пĕлесси. Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ апат-çимĕç рынокне, вырăнти ресурспа тухăçлă усă курассине, кредит политикине тытса пырассине лайăхлатма пулăшĕ.

Çырав ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене пурне те - ялхуçалăх продукцийĕсене туса илекен, усă куракан çĕр лаптăкĕсене арендăна, харпăрлăха илнĕ юридика сăпачĕсене тата уйрăм çынсене  пырса тивет.

Сăмах май, çакна аса илтерни те вырăнлă тесе шутлатпăр. Хăш-пĕр çынсем сас-хура кăларнине ĕненес пулсан, çырава налук тÿлес йĕркене улăштарас тĕллевпе ирттереççĕ, çырав хучĕсенче çынсем ят-хушамата палăртсан налук нумайрах тÿлеттереççĕ, имĕш. Çак шухăш тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен «Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ çинчен» федераци саккунĕпе çырав методики те хуравсем ятсăр, пĕтĕм информаци анонимлă пуласса гаранти параççĕ. Çын каланă тăрăх ыйтса пĕлнĕ информаципе вара статистика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне усă кураççĕ. 2006 çулхи çырав ялхуçалăхне, çав шутра фермерсене аталанма, вăй илме çул уçса пачĕ. Черетлĕ çырав кăтартăвĕсем те çĕршывра аграри политикине тĕллевлĕ тытса пыма, экономикăна аталантарассипе кирлĕ программăсем йышăнма пулăшасса шанатпăр.

Тĕрĕс информаци пуçтарасси вара халăх çакна тĕрĕс ăнланнинчен, çыравçăсемпе респондентсем пĕр-пĕрне шаннинчен, пĕр чĕлхе тупнинчен нумай килет.Çавна май районта пурăнакан граждансем, хуçалăхсем çырава хастар хутшăнасса, ыйтусене тĕрĕс хуравласса шанса тăратпăр.

Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика