Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă кунсем, юбилейсем

01 июня 2016 г.

Çĕртме, 1

Раççей Федерацийĕн Çыхăну çулĕсен министерствин «Чукун çула 150 çул» паллăна, «Раççей Федерацийĕн Çыхăну çулĕсен министерствин чукун çулăн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Лидия Аркадьевна Николаева /Энтепе/ çуралнăранпа - 70 çул.

Ĕç Мухтавĕн III степень орденне, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Владимир Николаевич Сазонов /Кÿлпуç/ çуралнăранпа - 65 çул.

Çĕртме, 2

КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине, халăх искусствисен тата художество промыслисен мастерĕн ятне, халăхсем хушшинчи «Буян-остров» фестивалĕн Гран-прине тивĕçнĕ Зинаида Ивановна Воронова /Елчĕк/ çуралнăранпа - 65 çул.

Геолог, наука сотрудникĕ Сергей Михайлович Исаев /Энтепе/ çуралнăранпа - 60 çул.

Çĕртме, 3

Чăваш ССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, «РСФСР чи лайăх библиотекарĕ», «Чăваш Республикин чи лайăх библиотекарĕ» ятсене тивĕçнĕ Виктор Ильич Степанов /Комсомольски районĕ, Нĕркеç/ çуралнăранпа - 70 çул.

Çĕртме, 4

СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăна тивĕçнĕ Мария Ивановна Морозова /Çирĕклĕ Шăхаль/ çуралнăранпа - 80 çул.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР Журналистсен союзĕн членĕ Антонина Арсентьевна Николаева /Акчел/ çуралнăранпа 70 çул.

Çĕртме, 6

РСФСР,СССР çутĕç отличникĕ, Отечествăлла вăрçăн II степень орденне, медальсене тивĕçнĕ Анатолий Зиновьевич Марков /Ĕнел/ çуралнăранпа - 90 çул.

«РСФСР Хура тăпраллă мар çĕрсене çĕнетнĕшĕн», «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсене тивĕçнĕ Зинаида Гурьевна Осипова /Тÿскел/ çуралнăранпа -  80 çул.

Çĕртме, 8

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Виталий Никандрович Кириллов /Кипеç/ çуралнăранпа - 55 çул.

Çĕртме,10

Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр ордена, «1941-1945 çулсенче Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕçри хастарлăхшăн» тата ытти медальсене тивĕçнĕ Леонид Филиппович Петрянкин /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 100 çул.

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ Нина Егоровна Фомина /Исемпел/ çуралнăранпа - 95 çул.

«Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ Ксения Александровна Мартынова /Кушкă/ çуралнăранпа - 90 çул.

Çĕртме,12

Чăваш АССР наукин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен Туслăхĕн орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ, Чăваш АССРĕн, Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекисене кĕнĕ Иван Данилович Кузнецов /Вырăскасси/ çуралнăранпа - 110 çул.

Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕнĕ вăрçă ветеранĕ Петр Васильевич Пугачев /Аслă Таяпа/ çуралнăранпа - 90 çул.

Ĕç Мухтавĕн II степень орденне, КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисене, медальсене тивĕçнĕ Аркадий Трофимович Общин /Аслă Пăла Тимеш/ çуралнăранпа - 85 çул.

«За сотрудничество» ордена, медальсене тивĕçнĕ Сергей Николаевич Волков çар служащийĕ /Хăвăлçырма/ çуралнăранпа - 50 çул.

Çĕртме, 13

ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Николай Абрамович Иванов /Кивĕ Эйпеç/ çуралнăранпа - 85 çул.

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, нумай çул Елчĕк шкулĕнче учительте ĕçленĕ Людмила Егоровна Крылова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ çуралнăранпа - 60 çул.

Çĕртме, 15

«Хисеп Палли» ордена, «1941-1945 çулсенче Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», ВДНХн пăхăр медалĕсене тивĕçнĕ Федор Арсентьевич Лазарев /Акчел/ çуралнăранпа - 85 çул.

А.ПЕТРОВ пухса хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика